09:10 11 марта 2015 г.
Ял хуçалăхĕнче тăрăшакан хĕрарăмсен пурнăçĕ чылай канăçсăртарах тесен те йăнăш мар. Çемьере, кил-çуртра, пахчара та йĕрке, тирпей тума ĕлкĕреççĕ вĕсем, ĕçре те хастар.
«Броневик» ял хуçалăх кооперативĕ кадрсен ыйтăвне çивĕч туйнăран ĕç çыннисене май килнĕ таран вырăнта тытса хăварма тăрăшать. ĕнесене машинăпа сăвакан операторсем кунта çиччĕн тăрăшаççĕ. Председатель пурин пирки те ыррине кăна калать.
Нина Николевна Куликова ку хуçалăхра виççĕмĕш çул тимлет ĕнтĕ. Хăй вăл – Элĕк тăрăхĕнчен, нумай çул «Авангард» колхозра дояркăра вăй хунă. Шалу, ĕç условийĕсем енĕпе лару-тăру япăхланнăран «Броневикра» ĕçлеме хаваспах килĕшнĕ вăл. Çитменнине, ĕç вырăнне кашни кунах машинăпа илсе çитереççĕ.
Ку хуçалăхра сăвакан ĕнесем 180 пуç. Кашнинчен халĕ вăтамран 9,7 кг сĕт суса илеççĕ.
– Йывăрлăха парăнсан нимĕнле ĕç те пулмасть. ĕмĕрĕпех фермăра ĕçленĕрен кун йĕрки тахçанах çирĕпленнĕ ĕнтĕ – ял çыннин урăхла май çук, – тет Нина Николаевна.
С.ЧИКМЯКОВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии