Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Йĕркене пурин те пăхăнмалла

16:08 27 февраля 2015 г.

Районти çулсем çинче йĕркелĕхе тытса тăрас тĕллевпе ГИБДД сотрудникĕсем февральте те ятарлă рейдсем ирттерчĕç.

Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче хальхинче те çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртнă. Профилактика мероприятийĕсенче кашнинчех административлă протоколсем çырнă, ытларахăшне – водительсем тĕлĕшпе. «Ачасем. Ачасене илсе çÿремелли хатĕр» рейд йĕркипе транспортра ачан хăрушсăрлăхне тивĕçтерменшĕн пĕр протокол пулнă.

Февралĕн 20–21-мĕшĕсенче иртнĕ «Ÿсĕр водитель» рейд тапхăрĕнче виçĕ водителе медицина тĕрĕслевĕ тухма хирĕçленĕшĕн явап тыттарнă. Тепĕр водитель, маларах унăнне удостоверение туртса илнĕ пулин те, çуран утас темен. Вăл правасăрах ярăнса çÿренине палăртнă автоинспекторсем. Халĕ явап, паллах, тата çирĕпрех пулĕ.

Çавăн пекех «Автобус» мероприяти вăхăтĕнче пассажирсене турттармалли йĕркене уяманшăн пĕр протокол çырнă, «Чукун çул урлă каçмалли вырăн» рейдра – иккĕ – чарăну сигналне кăтартакан паллăна пăхăнманшăн.

В.ПЕТРОВ,

Раççей ШĔМ-ĕн

«Вурнарский» пайĕн ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика