16:05 27 января 2015 г.
Лариса НИКОЛАЕВА,
икĕ ача амăшĕ, Вăрнар:
- Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче кăçал та демографи ыйтăвне çĕклерĕ. Республикăра ку енĕпе лару-тăру лайăх енне улшăннине каларĕ. Ку иккĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн, республикăра виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасемшĕн патшалăх укçан пулăшнипе те çыхăннă-тăр. Эпир те амăшĕн капиталне çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ятăмăр. Çакă чăннипех те курăмлă пулăшу.
Анатолий ЕГОРОВ,
пенсионер, Малтикас Ялтăра:
- Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çырăвне çулсеренех тимлесе итлетĕп. Кăçал вăл халăха социаллă тивĕçтерÿсем парасси пысăк пахалăхлă пулмалли, ку тытăма тивĕçлĕ шайра йĕркелемелли çинчен калани килĕшрĕ. Социаллă тивĕçтерÿсен мĕнпур чăрмавне сирмелле, ку учрежденисем мĕнле ĕçленине уççăн пĕлтермелле, терĕ вăл. Çĕршыв аталанăвне кашни çыннăн тÿпе хывмалла, шухăшне пĕлтермелле тени те тĕрĕс. Çавăн пекех медицинăна тивĕçлĕ шая хăпартасси, çамрăксенче патриотизм туйăмне вăратасси - çав тери кирлĕ ыйтусем.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии