16:21 22 января 2015 г.
Леонид НИКОЛАЕВ,
Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ:
– Михаил Васильевич Ҫырура иртнӗ тапхӑрти ӗҫ-хӗле тӗплӗн хакласа пӗтӗмлетрӗ, республика умӗнче тӑракан тӗллевсене палӑртрӗ. Ял хуҫалӑхне аталантарас, ял ҫыннисен пурнӑҫне лайӑхлатас тӗлӗшпе малашне тата пысӑк ӗҫсем тумалла. Тӗш-тырӑ, выльӑх-чӗрлӗх продукчӗсем туса илессипе пирӗн район кӑтартӑвӗсем япӑх мар. Тата сулмаклӑрах вӑй хума май пур.
Республика Пуҫлӑхӗ, акӑ, сӗт туса илекен пӗчӗк калӑпӑшлӑ хуҫалӑхсен ӗҫченӗсем ҫулленех ҫуркуннепе ҫуллахи вӑхӑтра туяну хакӗсем йӳнӗрех пулнишӗн кӑмӑлсӑр пулнине тӗрӗсех палӑртни пирки каларӗ. Патшалӑх ветеринари служби, район администрацийӗсен тата ыттисен умне чӗрӗ сӗт пахалӑхӗпе калӑпӑшне тата сӗт туса илекенсен таврашӗнче йӗркеленекен хаксене патшалӑх тӗрӗслесе тӑрассипе тивӗҫтерме тӗллев лартрӗ, сӗт туса илекен килти хушма хуҫалӑхсемпе, вӗсем паракан сӗт пахалӑхне шута илсе, тӳлесе татӑлмалли тухӑҫлӑ тытӑма кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса хума хушрӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн ку енӗпе халех ӗҫе тытӑнмалла.
Районти сӗт туса аш-какай тирпейлекен организацисем – кал-кал ӗҫлесе пыракан аш-какай комбиначӗпе хӑйминчен уйӑрнӑ типӗтнӗ сӗт завочӗ – туса кӑларакан продукци калӑпӑшне кӑҫал 10 процентран кая мар ӳстерме тӗллев лартнӑ. Аш-какай комбиначӗ хӑйӗн укҫи-тенкипе 1 пин пуҫ ӗне выльӑх вырнаҫмалӑх ферма тата 3500 пуҫ сысна самӑртамалли тепӗр цех туса хута яма палӑртнӑ.
Июнӗн 1-мӗшӗ тӗлне Вӑрнар поселокӗнче 145 вырӑнлӑх ача сачӗн алӑкӗсем уҫӑлмалла. Юлашки икӗ ҫулта республикӑри ялсенче ку чухнехи утмӑл фельдшерпа акушер пункчӗ туса хута янӑ, вӗсенчен тӑваттӑшӗ – Вӑрнар тӑрӑхӗнче. Кӑҫал тата виҫӗ фельдшерпа акушер пункчӗ ӗҫе кӗмелле.
Пурте пӗрле, ҫине тӑрса ӗҫлесен тата пысӑкрах ҫитӗнӳсем тума пултарӑпӑр.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии