Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Социальные работники - о Послании Главы Чувашской Республики

14:17 22 января 2015 г.

И.Смолина:

халӑха социаллӑ пулӑшу паракан

Вӑрнар районӗнчи пай пуҫлӑхӗ:

– Социаллӑ тытӑмра тимленӗ май, Чӑваш ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн черетлӗ ҫырӑвӗнче те ку ыйтӑва пысӑк тимлӗх уйӑрни савӑнтарчӗ.

Аслӑ ӑрӑва патшалӑх енчен пулӑшни, тивӗҫлӗ пурнӑҫ условийӗсем туса пама тӑрӑшни ҫав тери пӗлтерӗшлӗ. Унӑн ноябрьти Указӗ ҫак ӗҫе тата вӑйлатрӗ, районта пурӑнакан вуншар ҫынна хушма ҫӑмӑллӑх илме май пачӗ. Йывӑр ҫулсенче район, республика экономикине ҫӗклеме хутшӑннисен ӗҫне ҫак наградӑпа хаклани – тӗрӗс йышӑну. Калас пулать, Михаил Игнатьевӑн 2011 ҫулхи Указӗ хыҫҫӑн Вӑрнар районӗнче те ӗҫ ветеранӗсен йышӗ самай ӳсрӗ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗсен уйӑхсерен 1082 тенкӗпе танлашакан укҫа тӳлевне тата ҫыхӑну тивӗҫтерӗвӗн тӳлевне 50 процент саплаштарма компенсаци илме ирӗк пур.

Вӑрнар районӗнче паянхи куна 2011 ҫулхи 90-мӗш Указ хыҫҫӑн стажа кура «Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗ» хисеплӗ ята тивӗҫсе уйӑхсерен укҫа тӳлевне илекенсем 518-ӑн. Награда пуррипе ҫӑмӑллӑха илекен Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗсем 42 ҫын. «Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗн» удостоверенине тивӗҫнисем вара пӗтӗмпе 627-ӗн.

Сӑмах май, районта пурӑнакан 3864 пенсионерӑн «Раҫҫей Федерацийӗн ӗҫ ветеранӗн» удостоверенийӗ пур. Наградӑсемпе уйӑхсерен укҫа-тенкӗ тӳлевне илсе тӑракан Раҫҫей ӗҫ ветеранӗсем 627-ӗн.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика