Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Виçĕ кашкăр тытнă

16:06 25 февраля 2014 г.

Вырсарни кун мĕнпур арçын хăйсен уявне паллă тунă чухне районти сунарçăсем кашкăр тытма сунара тухнă

– Пĕлтĕр хĕлле пĕр кашкăр кăначчĕ, Шĕнер Ишек ялĕ çывăхĕнче пурăнатчĕ, анчах та юр кайнă пирки эпир ăна тытаймарăмăр, – пĕлтерчĕ Чăваш Республикин Госохотрыбслужбин районсем хушшинчи уйрăмĕн инспекторĕ Юрий Прокопьевич Григорьев.

Çав кашкăр ама пулнă. Чупса юлнăскер, вăл тăватă çура çăвăрланă. Шĕнер Ишек тăрăхĕнче, Вăрманкаспа Кĕперлĕ Кÿлхĕрринче пурăнакансем вĕсен сĕмсĕрле сăтăрĕнчен тарăхса та хăраса çитнĕ ĕнтĕ. Тискер чĕр чунсем сахалтан та 13 сурăх, икĕ качака, хурсем, ялсене кĕрсе йытăсем тытнă.

Сунарçăсем, тĕрĕссипе, вĕсен йĕрĕ çине тахçанах ÿкнĕ, анчах та чее кашкăрсем Калинино заказникне кĕрсе тарнă пирки вĕсене персе пăрахма ирĕк пулман. Кашкăрсемшĕн кунти пурнăç пушшех те ирĕклĕ пулнă. Вĕсем заказникри хир сыснисене, пăшисене турта-турта çурнă.

Шăмат кун сунарçăсем кашкăрсем тухакан вырăна – Вăрманкас çумĕнчи уйри унчченхи колхоз вăрманĕнче – ялавсемпе карса тухнă, февралĕн 23-мĕшĕнче вара ушкăнпа хÿптĕрлев йĕркеленĕ. Унта пĕтĕмпе вун çичĕ сунарçă хутшăннă: Юрий Григорьев хăй, çавăн пекех Николай Леонтьев, Владислав Платонов, Александр Грибов, Михаил Васильев, Виталий Николаев, Леонид Одинцов, Борис Петров, Валерий Семенов, Николай Аливанов, Александр Чурсин, Виталий Егоров, Алексей Степанов, Валерий Коротков, Иван Ларионов, Виталий Ларионов тата Михаил Ченчуков.

Тĕл персе виçĕ кашкăра тĕп тунă. Кусем – çулталăка та çитмен кашкăр çурисем, пĕри ама, иккĕшĕ аçа.

Шутлама та хăрушă – кашкăр кĕтĕвĕ çынсене çăмăллăнах тапăнма пултарнă-çке. Пултараççĕ те. Мĕншĕн тесен кĕтÿ пуçĕсем, аçипе ами, сунарçăсен аллине лекеймен. Кăçалхи хĕл ăшă пулчĕ, çавна май вĕсем выçăпа аптăраман, эппин, ами чупса юлнă пулсан унăн ытларах та çăвăр тĕвĕленме пултарнă.

– Çак тискер чĕр чунсене заказникра тытма юранă пулсан, тахçанах тĕп тунăччĕ вĕсене. Хăш-пĕр районта сунарçăсен кунашкал ирĕк пур. Çак ирĕке пирĕн патра шăпах халĕ кĕртни вырăнлă пулĕччĕ. Кашкăрсем ĕрчени – шÿт мар, вĕсем сăтăр тунипе, инкек кÿнипе пĕрлех урнă чире те сарма пултараççĕ-çке... – тет Юрий Прокопьевич.

С.ЧИКМЯКОВА.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика