Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вăрмансене сиплĕç

15:38 25 февраля 2014 г.

Район администрацийĕнче черетлĕ планеркăна район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ Федор Тимофеев ирттерчĕ.

Иртнĕ эрнене пĕтĕмлетнĕ май, вăл тĕп мероприятисем çинче чарăнса тăчĕ. Юн кун пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Вырсарни кун районта Çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне паллă турĕç. Çак кунсенче районта ентешсем-офицерсем пулчĕç: Валерий Федоров контр-адмирал (Услапа Нурăсран), Михаил Григорьев генерал-майор (Катăшран). Мускавран çавăн пекех Чăваш Республикин Раççей Президенчĕ çумĕнчи полномочнăй представителĕн советникĕ Анатолий Григорьев полковник (Вăрнартан), Эрик Васильев полковник (Мăн Явăшран) килсе çитнĕ. Вĕсем Калининăри, Мăн Явăшри, Кĕçĕн Кипекри, Вăрманкасри шкулсенче тĕл пулусем йĕркеленĕ.

Планеркăра хальхинче Федераллă казначействăн Управленийĕн 4-мĕш пайĕн пуçлăхне Вера Никитинана итлерĕç. 2013 çула пĕтĕмлетнĕ май, вăл бюджет çинчен калакан саккунпа пăхнă ассигнованисем пурте хăйсен хуçисем патне çитнине тата вĕсене бюджет законодательствин нормисемпе килĕшÿллĕн расхутланине пĕлтерчĕ. Пĕтĕмпе 539,4 млн тенкĕ, вăл шутра федераллă тата республика бюджечĕсен укçисем, дотацисем, субсидисем, бюджетсем хушшинчи трансфертсем. Хальхи вăхăтра пай 53 учрежденипе ĕçлет, вĕсем валли 125 счет уçнă.

Вера Никитина кăçалтан вырăнти бюджетсен счечĕсенче юлнă укçана тултарма бюджетран кредитсем уйăрма тытăннине пĕлтерчĕ. Вĕсене федераллă бюджетран хăш-пĕр условисене пурнăçласан çăмăллатнă ставкăпа тивĕçтереççĕ. Çавăн пекех кăçалтан патшалăх тата муниципаллă тÿлевсем тĕлĕшпе информаци системи ĕçлеме тытăнать. Электронлă ресурс документсене хутпа темиçе хут тăратассинчен хăтарĕ.

Канашлура Федор Тимофеев Вăрнар лесничествин çĕнĕ директорĕпе Сергей Анисимовпа паллаштарчĕ. Вăл учреждени 2013 çулта мĕнпур задачăна пурнăçланине пĕлтерчĕ. Юман вăррине хатĕрлессипе кăна плана тултарайманнине каларĕ. Сăлтавĕ – хуртсем юмансене сиенленинче. Сергей Николаевич вăрмана чир-чĕртен кăçал пуçласа хими мелĕпе сиплессине пĕлтерчĕ.

Лесничествăн вăрманĕсем пĕтĕмпе 33 пин гектар йышăнаççĕ, вĕсенчен 53 проценчĕ – хÿтĕлев, 47 проценчĕ – усă куракан вăрмансем. Февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăрман лаптăкĕсемпе усă курма арендăна парасси çинчен 30 килĕшĕве шута илнĕ, вĕсенчен виççĕшĕ – вăрман хатĕрлес, ыттисем – ял хуçалăх тĕллевлĕ.

Планеркăна ку эрнене палăртнă мероприятисене пăхса тухнипе вĕçлерĕç.

Л.ИВАНОВА.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика