11:19 24 февраля 2014 г.
Раççей аслă шкулĕсенче пĕлÿ пахалăхĕн мониторингне ирттересси малалла та тăсăлĕ, ку системăна улшăнусем кĕртмелле, пĕлтернĕ Дмитрий Медведев иртнĕ эрнере Правительство ларăвĕнче.
Ларура 2013 çулта вĕрентÿ учрежденийĕсенче ирттернĕ тĕрĕслевсене пĕтĕмлетнĕ. Мониторинг кăтартăвĕсемпе 400-е яхăн аслă шкул, уйрăмах патшалăхăн маррисем, эффективлă мар ĕçленине палăртнă. Премьер çавăн пекех шкулсенчен тухакансенчен нумайăшĕ аслă пĕлÿ илнине, анчах та тĕрлĕ отрасльте çав-çавах пысăк квалификациллĕ специалистсем çителĕксĕррине каланă.
Правительство ларăвĕнче ку ыйтăва ахальтен çĕклемен. Кĕркунне Раççей Патшалăх Думин вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕ «Професси вĕрентĕвĕн эффективлăхне тата пахалăхне хаклакан инструментсем: нормативлă тивĕçтерÿсене лайăхлатассин лару-тăрăвĕ тата перспективисем» темăпа парламент итлевне ирттернĕччĕ.
Комитет ертÿçи, «Русский мир» фонд правленийĕн председателĕ Вячеслав Никонов ку тема çав тери çивĕччине, вăл уйрăмах обществăна хумхантарнине палăртнăччĕ. Тĕслĕх вырăнне вăл августра Юрий Левадăн Аналитика центрĕн ĕçченĕсем ирттернĕ соцыйтăм даннăйĕсене пĕлтернĕччĕ. Унта çĕр-шывăн 45 регионĕнчи 1600 ытла çын хутшăннă.
Ыйтăм тăрăх, Раççей çыннисен 72 проценчĕ вĕрентÿ пахалăхĕпе кăмăлсăр. 20 процентне кăна вăл тивĕçтерет, 8 проценчĕ вара ку ыйту хăйсене ытлашшиех хумхантарманнине пĕлтернĕ. Тата маларахри çулхипе танлаштарсан кăмăлсăррисен шучĕ 4 процент ÿснĕ.
Итлевре çавăн пекех аслă шкулсем дистанцилле форматпа ĕçлени çине ярса дипломсене «укçалла сутнине» те çивĕч çĕкленĕччĕ. Çавна май В.Никонов законодательствăн вĕрентÿ учрежденийĕсене лицензи парас пайне çĕнетме сĕннĕччĕ.
Лару пĕтĕмлетĕвĕсемпе професси вĕрентĕвĕн пахалăхне хаклассипе наци системине туса хурассипе мероприятисен планне, вĕрентÿ учрежденийĕсене аккредитацилекен организацисене хаклав критерисен переченьне хатĕрлеме хушнăччĕ.
Ыйтусем çивĕч – лицензисем парас системăра йĕрке тумалла, хушма професси вĕрентĕвĕн программисен пахалăхне хаклас процедура уçăмлă пулмалла, аккредитаци паракан агентствăсен опытне, репутацине, инфраструктурине тĕрĕслемелле, аслă шкулсен патшалăх заданине çухатас мар тесе ĕлкĕрсе пырайман студентсене тытса тăмалла мар, преподавательсен ĕç пахалăхне ÿстермелле тата ыт.те.
«Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ çинчен» саккун тĕлĕшпе те асăрхаттарусем пулнă. «Саккуна хатĕрленĕ тата йышăннă чухне эпир сĕннĕ тÿрлетĕве шута илмерĕç, – тенĕ Пĕтĕм Раççейри кĕçĕн тата вăтам предпринимательствăн «ОПОРА России» обществăлла организацийĕн комитечĕн кадрсемпе тата вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен ертÿçи Юрий Песоцкий. – Эпир Рособрнадзора профессионаллă общество аккредитацийĕн результачĕсене саккунра çырнă пек пăхса тухма кăна мар, шута илме сĕннĕччĕ. Çак самант патне таврăнни тĕрĕс тесе шутлатпăр, капла аслă шкулсен пахалăхăн ирĕклĕ хаклавĕ витĕр тухма сăлтав пултăр...».
Раççей аслă шкулĕсен эффективлăхĕн черетлĕ мониторинг результачĕсемпе вĕрентÿпе наука министерстви кăçалхи апрельте паллаштарĕ.
Университетсемпе институтсен ĕç-хĕлне хаклас процедурăна министерство çĕнĕлĕхсем кĕртет, пĕлтерет «Известия». Уйрăммăн илсен, эффективлăхăн ятарлă паллисемпе педагогика вузĕсене уйрăм ушкăна уйăрĕç. Маларах капла аслă шкулсен ултă ушкăнне – çар направлениллисен, медицина, творчество, спорт, транспорт тата ял хуçалăх – уйăрса хакланă.
Ытти çĕнĕлĕхсене çак уйăхра ведомствăсем хушшинчи мониторинг енĕпе ĕçлекен комисси ларăвĕнче пăхса тухĕç. Патшалăх Думин вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Вячеслав Никонов хальхи кăтартусене çитменлĕхсен «маякĕсем» вырăнне хума ыйтать, анчах та малашне ыйтусем сиксе тухсан аслă шкулсен хăйсен ĕçне 100 ытла енчен анлă информаципе ĕнентерме тивĕ. Эффективлă мар тесе йышăннă аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕркуннехи итлевре хупас таранах калаçу пынăччĕ, халĕ ыйтăва татса париччен вĕсене лицензисĕр хăварма сĕнеççĕ.
С.ЧИКМЯКОВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии