11:14 24 февраля 2014 г.
Мĕн ачаран кĕнеке тĕнчене пĕлме пулăшать. Кашниех мĕн те пулин çĕннине пĕлтерет, шухăшлама, тĕп сăнарсен йăнăшĕсем урлă пурнăçра тимлĕрех пулма вĕрентет. Çавăнпа та кĕнеке пĕчĕкренех чи çывăх тус пулса тăма тивĕç. Вăл нихăçан та сутмасть, пĕчченлĕхре хăвармасть.
Хальхи пурнăçра, информаци технологийĕсем аталаннă тата Интернет пуç пулса тăнă саманара, арçын ачасемпе хĕрачасене кĕнекепе туслаштарма кăткăсрах. Ку ыйтăва татса парас ĕçре Чăваш кĕнеке издательствин изданийĕсем пулăшма пултараççĕ. Нумаях пулмасть кĕçĕн шкул ÿсĕмĕнчи ачасем валли харăсах виçĕ кĕнеке пичетленсе тухрĕ: Александр Миллинăн «Мухтанчăк», Любовь Федорован «Ĕмĕр вĕрен» чăвашла тата Николай Ижендейăн «Ырă ĕçсен команди – Команда добрых дел» чăвашла-вырăсла кĕнекисем.
«Мухтанчăк» 8 калава тата икĕ инсценировкăна пĕрлештерет, тĕп сăнарсем тăван тавралăхпа кăсăкланса паллашаççĕ, ĕмĕтленме, ĕçсене палăртма, пĕр-пĕрне пулăшма вĕренеççĕ. Кĕнекене И.В.Алексеев ÿкерсе илемлетнĕ. «Ĕмĕр вĕрен» кĕçĕн çулхи шкул ачисем тата вĕрентекенсем валли. Унта кăсăклă калавсем, сăвăсем, грамматика заданийĕсем кĕнĕ. Кĕнеке пĕлÿ илме кăна мар, ырăлăх тата çынлăх урокĕсене те вĕрентет. Художникĕ – С.А.Бритвина.
«Ырă ĕçсен команди» кĕнекене тăван тăрăха,тăвансене юратма вĕрентекен 13 калав кĕнĕ. Тĕп сăнарсем – тем те пĕлме тăрăшакан ачасем. Вĕсен ыйтăвĕсем, интересĕсем тата çĕннине пĕлме тăрăшни произведенисене кăсăклăх кĕртеççĕ те.
Çĕнĕ кĕнекесем пурте 1500 экземплярпа пичетленсе тухнă.
Н.ОСИПОВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии