14:51 18 февраля 2014 г.
Февралĕн 3-мĕшĕнче йышăннă федераллă саккунпа ("6-ФЗ) килĕшÿллĕн, çак уйăхран, 15-мĕшĕнчен, ял хуçалăхĕнчи çĕрпе вăхăтра усă курманшăн штрафсене ÿстереççĕ. Штраф граждансемшĕн çĕр участокĕн кадастр хакĕпе 0,3 пуçласа 0,5 процент таран, анчах 3 пин тенкĕрен кая мар пулать. Должноçрисемшĕн – 0,5-рен пуçласа 1,5 процент таран ÿсет – 50 пин тенкĕрен кая мар. Юридици çыннисемшĕн – 2-рен пуçласа 10 процент таран пысăкланать – 200 пин тенкĕрен кая мар. Штрафăн чи пысăкрах виçине те палăртнă, вăл 500 пин тенкĕпе танлашать.
Пĕр тĕслĕх. Шупашкар районĕнчи Çĕньял поселенийĕнче 21,6 гектар йышăннă участок кадастр хакĕпе 607.342 тенкĕ тăрать. Çак çĕрпе усă курманшăн юридици тĕлĕшĕнчен 200 пин тенкĕ штраф хунă. Тепĕр поселенире граждансен 1,47-шер гектарпа усă курманшăн (ку виçеллĕ лаптăксен кадастр хакне 40.574 тенкĕпе палăртнă) 3.000-шер тенкĕ тÿлеме тивет.
Çĕрпе усă курмалли йĕркене пăснăшăн айăпламалли административлă ĕçсене пăхса тухмашкăн малашне Россельхознадзор тытăмĕнчи должноçри çынсем те хутшăнаççĕ.
Росреестрăн ЧР управленийĕн пресс-служби.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии