Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕ кадастр хакĕпе

14:49 18 февраля 2014 г.

2013 çулта республикăра çĕрсен виçĕ категорийĕн – ял-хула çĕрĕсен, промышленность тата ытти ятарлă тĕллевлĕ çĕрсен, управ территорийĕсемпе объекчĕсен çĕрĕсен – патшалăх кадастр хакĕсене пĕлтернĕ. Кун çинчен Росреестрăн Чăваш енри управленийĕн ертÿçи Екатерина Карпеева каласа кăтартать:

Пĕтĕмпе 600-е яхăн лаптăка хакланă. Ял-хула çĕрĕсем – чи нумаййисем, вĕсен хаклавĕ уйрăмах кашни çынна кăсăклантарма тивĕç.

Патшалăх кадастр хаклавĕн результачĕсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ килĕшÿллĕ йышăнусемпе çирĕплетнĕ, вĕсем кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ. Çапла 2015 çулта республикăра пурăнакансем ку çулхишĕн çĕр налукне çĕнĕ кадастр хакĕпе тÿлĕç.

Кадастр хаклавĕн кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин влаç органĕсен порталĕнче (www.cap.ru) «Законодательство» пайра е Росреестрăн Чăваш енри управленийĕн сайтĕнче (www.to21.rosreestr.ru) сайтра «Кадастровый учет» пайра паллашма пулать.

Вăрнар район территорийĕнче 2007 çулхипе танлаштарсан пур ушкăнри çĕр участокĕсен те кадастр хакĕсем ÿснĕ: сахал хутлă çуртсен, вăл шутра çынсем пурăнакан уйрăм çуртсен те, – 1,8 хут, гараж тата автостоянка айĕсенчисен – 1,6 хут, дачăсем, сад-пахчасем валли уйăрнисен – 2,3 хут, коммерци фирмисен офисĕсем айĕнчи çĕрсен – 3,5 хут, магазинсем, суту-илÿ центрĕсем, кафе тата йăла тивĕçтерĕвĕн объекчĕсен айĕнчисен – 1,2 хут, промышленность объекчĕсен айĕнчисен – 1,8 хут.

Массăллă хаклав вăхăтĕнче хальхи вăхăтри методикăпа килĕшÿллĕн лаптăксене пĕрешкел характеристикăллисене пĕр ушкăнпа хаклаççĕ. Çавăнпа та, сăмахран, çĕр участокĕ айлăмра, шурлăхра, е çÿп-çап свалкипе юнашар вырнаçнине тата кунашкал ытти енсене шута илмеççĕ.

Çĕр лаптăкне рынок хакĕпе хаклани урăхла япала. Кун пек чухне хаклавçă ăна объект пахалăхне кура палăртать. Çавăнпа та рынок тата кадастр хакĕсем нихăçан та пĕр пек пулаймаççĕ.

Саккун çĕрĕн кадастр хакĕпе килĕшмесен ăна суда тухмасăрах пăхса тухма май пулать. Çакна хаклав результачĕсене Росреестрăн Чăваш енри управленийĕ çумĕнче кадастр хакĕсене палăртнă чухнехи тавлашусене тата пĕтĕмлетÿсене пăхса тухассипе туса хунă комиссин куçман пурлăхăн патшалăх кадастрне тăратнă хыççăн ултă уйăх хушшинче тума юрать.

Кадастр хакне икĕ тĕслĕхре тепĕр хут пăхса тухма пултараççĕ: хаклав ирттернĕ дата тĕлне объект тĕлĕшпе пасар хакне палăртма; куçман пурлăх объекчĕсен сведенийĕсем тĕрĕс мар пулсан. Сведенисене Кадастр палатинче е Росреестр сайтĕнче (wwwĕrosreestr.ru) «Фонд данных государственной кадастровой оценки» ресурс урлă пĕлме май пур. Анчах та Кадастр палати сирĕн объектпа патшалăх кадастрĕнче пулнă тата хаклавçăна тивĕçтернĕ информацие кăна пама пултарать.

Комиссие заявлени çырни кăна çителĕксĕр, хака мĕншĕн тепĕр хут пăхса тухмаллине тĕплĕн ăнлантармалла. Заявление объект харпăрлăхçи çеç мар, ăна хаклав результачĕсем мĕнле те пулсан пырса тивеççĕ пулсан, урăх çын та çырма пултарать. Вăл шутра юридици вăйĕнче тăракан та.

Заявление комисси пĕр уйăхра пăхса тухать, комисси членĕсен ларăвĕнче сасăлав тăрăх йышăнать. Ун ĕçĕн уççăнлăхне, вăл шутра ларусен графикне тата протоколĕсене, пĕтĕмлетÿ информацине Росреестрăн Чăваш енри управленийĕн сайтĕнче веçех тупма пулать. Кунта комиссие заявлени çырма мĕнле документсем тăратмаллине те йăлтах кăтартнă.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика