Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Культура Олимпиади йĕркипе

14:39 18 февраля 2014 г.

Раççей историйĕнче пуçласа иртекен Хĕллехи Олимп вăййисен тĕп хулинче – Сочире – Red Rocks Festival музыка марафонĕ пырать.

Февралĕн 9-мĕшĕнче фестивалĕн пĕрремĕш концертне Uma2Rman тата ТОКИО ушкăнсем хутшăннă. Çавăн пекех кунта иртекен концертсен участникĕсен йышĕнче Диана Арбенина тата «Ночные снайперы», Юлия Чичерина, «Би-2», Гарик Сукачев, «Мумий Тролль» та пулĕç.

Ред Рок Фестивалĕ Сочин Medals Plaza Олимп паркĕнче иртет, концертсем спортсменсене-çĕнтерÿçĕсене тата призерсене медальсемпе чысланă хыççăн тÿрех пуçланаççĕ.

Фестиваль иртекен кунсенче кашнинчех болельщиксен Гимнĕ янăрать, ăна çырас ĕçе пĕр миллиона яхăн çын хутшăннă.

Red Rocks Festival çĕршывăн культура ĕçĕн чи лайăх пулăмĕсемпе паллаштаракан «Сочи 2014» Культура Олимпиадин йĕркипе иртет. Шучĕпе вăл тăваттăмĕш. Ред Рокăн тĕп партнерĕ – Раççей Перекет банкĕ.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика