Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вĕренсе тухакансене хапăл

16:17 14 февраля 2014 г.

Шупашкарта хула администрацийĕ йĕркеленипе аслă шкулсенчен вĕренсе тухакансене направленипе ĕçлеме ярассипе «çавра сĕтел» иртнĕ. Унта Перекет банкĕн Чăваш енри уйрăмĕн заместителĕ Олег Николин тата персоналпа ĕçлекен Лариса Новикова хутшăннă.

Хулари паллă вузсен, обществăлла палата представителĕсем, студентсем ку ыйтăвăн ырă тата япăх енĕсене палăртнă. «Ман шутпа, пасар хутшăнăвĕсен тапхăрĕнче тата конкурентлăх пысăк чухне институт-университетсенчен тухакансене вăл е ку ĕçе ярасси – лару-тăруран тухмалли чи лайăх меслет мар. Ытти пысăк организаци пекех эпир пирĕн пата килекен çамрăк специалистсене яланах хапăл. Анчах та пире чи малтанах вăл çак утăма шутласа, чăнах та ĕçлес тесе килни кирлĕ. Пуçлакан ĕçчене аталанма Перекет банкĕ чылай майсем туса парать, çавăнпа та пирĕн хамăр йышра хăйĕн пурнăçне чăннипех те банкпа çыхăнтаракан çынна курас килет», – тенĕ О.Николин.

Перекет банкĕн Чăваш енри уйрăмĕ ĕçпе чи нумай тивĕçтерекенсенчен пĕри. Çулталăкне банка аслă шкулсенчен тухакан 500 ытла çамрăк ĕçе кĕрет. Вакансисемпе http,ŸŸsberbank-talents.ru сайтра паллашма пулать.

 

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика