16:05 14 февраля 2014 г.
Январь–февраль уйăхĕсенче çарпа-патриотизм тата спорт ĕçĕн уйăхлăхĕ йĕркипе иртекен мероприятисене Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕн сотрудникĕсем те хастар хутшăнаççĕ. Нумаях пулмасть полици ĕçченĕсем Калининăри тата Хапăсри вăтам шкулсенче 8–11 классенче вĕренекенсемпе тĕл пулнă.
Хăюлăх урокĕсен хисеплĕ хăнисем – шалти ĕçсен районти пайĕн ветеранĕсем, «Вурнарский» пай çумĕнчи обществăлла канаш членĕсем. Вĕсем йĕркелĕх хуралĕнче службăра тăнине аса илнисем, ят-сумлă милиционерсем çинчен каласа панисем – ачасемшĕн ырă тĕслĕх вырăннех.
Тĕл пулăва парад тумтирĕпе килсе çитнĕ Станислав Порфирьев отставкăри милици капитанĕ акă вĕренекенсене служба вăхăтĕнчи кивĕ сăн ÿкерчĕксемпе тата службăри интереслĕ самантсемпе паллаштарнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă ветеран-милиционерсене ырăпа аса илнĕ. Отставкăри милици подполковникĕ Василий Паньков аслă классенче вĕренекенсене йĕрке хуралçисем пек хăюллă та çирĕп вăй-халлă пулма, пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсенче ăнăçу суннă.
«Вурнарский» пай çумĕнчи обществăлла канаш ертÿçи, «Совет офицерĕсен союзĕ» общество членĕ Юрий Никифоров та çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕçе пысăк тÿпе хывать, кадет класĕсемпе нумай ĕçлет. Вăл районта пурăнакан паттăр пограничниксем, Афган вăрçин ветеранĕсем çинчен каласа панине ачасем хальхинче те кăсăклансах итленĕ.
«Вурнарский» пай пуçлăхĕн заместителĕ шалти служба подполковникĕ Ярослав Никифоров паянхи службăн кăткăс ĕçĕ-хĕлĕпе, халĕ усă куракан пăшалсемпе паллаштарнă. Ачасем бронежилетсемпе каскăсене хаваспах тăхăнса пăхнă.
Пай пуçлăхĕн помощникĕ шалти служба майорĕ Лилия Забирова шалти ĕçсен министерствин вĕренÿ заведенийĕсене, çар институчĕсене вĕренме кĕмелли йĕркепе паллаштарнă.
И.ЯКОВЛЕВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии