10:05 12 февраля 2014 г.
Раççей федераллă миграци службин Вăрнарти территори пункчĕ граждансене ирĕклĕ майпа патшалăх дактилоскопи регистрацине тухма сĕнет. Специалистсем ытлари кун – шăмат кун 9 сехетрен 15 сехетчен (кану вăхăчĕ – 13 сехетрен 13 сехет те 45 минутчен) йышăнаççĕ, канмалли кунсем – вырсарни кунпа тунти кун.
Дактилоскопи – çыннăн пÿрне йĕррисене ÿкерсе илни. Ку процедура сывлăхшăн хăрушă мар, гражданинăн конституципе палăртнă мĕн пур прависемпе ирĕкĕсене пăхăннипе иртет.
Инкек тем ан пултăр та, анчах дактилоскопи регистрацине тухни документсем юрăхсăра тухсан, шыв илнипе тата çĕр чĕтреннипе çыхăннă е ытти инкексемпе катастрофăсенче, пушарсенче, терактсем вăхăтĕнче, авиа е чукун çул катастрофисенче çын камне хăвăрт тата çăмăллăн палăртма пулăшать. Дактилоскопи регистрацийĕ ăс-тăн япăххипе аптăракан çынсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Енчен те çын хăйĕн çинчен нимле сведени те пĕлтереймест пулсан, кун пек чухне тăванĕсене ăна тупма дактилоскопи пулăшать.
Патшалăх дактилоскопи регистрацине федераллă саккунпа килĕшÿллĕн ирттереççĕ: пĕтĕм информаци вăрттăн шутланать, никам та унпа ирĕклĕ майпа усă кураймĕ. Регистраци тухма гражданинăн заявлени çырмалла, пĕрле паспорт (14 çула çитменнисен – çурални çинчен свидетельство) пулмалла.
Ю.ИЛЬИНА,
федераллă миграци службин Вăрнарти
пункчĕн пуçлăхĕ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии