10:04 12 февраля 2014 г.
РФ Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕн следстви пайĕ 2007 – 2011 çулсенче Вăрнар почтамчĕн Уравăшри уйрăмĕнче электроэнергишĕн тÿленĕ укçана çаратнă тĕслĕхпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерет.
Малтанхи тĕрĕслев кăтартнă тăрăх, Уравăш, Утар, Çавалкас Хирпуç ялĕсенче пурăнакансем электричествăпа усă курнăшăн тÿлевсене ку çыхăну уйрăмĕн кассине хывса пынă, анчах укçа «Чувашская энергосбытовая компания» обществăн районсем хушшинчи Çĕмĕрлери уйрăмне çитеймен.
Следстви шар курнисене пурне те палăртаймасан та пултарнă. Енчен те ку ялсенче пурăнакансем патне электроэнергишĕн вăхăтра тÿленĕ пулин те Çĕмĕрлерен парăмсем пурри çинчен уведомленисем килеççĕ пулсан, полици пайне («Вурнарский» пай, 205-мĕш пÿлĕм) пĕлтерме ыйтатпăр.
С.ИВАНОВ,
экономика хăрушсăрлăхĕн тата
коррупцие хирĕç кĕрешекен пай
оперуполномоченнăйĕ
полици капитанĕ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии