Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Амнистие лекнĕ

10:03 12 февраля 2014 г.

Пăртасра пурăнакан тăватă çамрăк, 14–16 çултискерсем, пĕлтĕрхи ноябрĕн 19-мĕшĕнче машинăсенчен урапасем тата автомагнитола вăрланипе полици сотрудникĕсен аллине лекнĕ. Преступлени вырăнĕнчен инçех те тарайман ун чухне вĕсем – пĕри тÿрех çакланнă, ыттисене йĕрке хуралçисем кăшт вăхăт иртсен тытса чарнă. Следстви пайĕ тăваттăшĕ тĕлĕшпе те уголовлă ĕç пуçарнă. Анчах ăнăçнă – Раççей Конституцине йышăннăранпа 20 çул çитнипе ирттернĕ амнисти кăна вĕсене суд умĕнчи айăплавран хăтарнă.

Амнисти мар-тăк, çак киревсĕрлĕх ахаль иртместчĕ ĕнтĕ. Маларах каларăмăр, вырăнти шкулта тата училищĕре вĕренекен çак çамрăксем каçхине ют машинăсене тустарса çÿренĕ. Вĕсенчен пĕри, аслăраххи, çав кун амăшĕн машинине тапратса тухнă та Вăрнаралла çул тытнă, шăллĕпе икĕ юлташĕ те пĕрле ларса пынă. Сăмах май, водителĕн руль умне ларма удостоверени те çук, анчах çакă ăна машинăпа тăтăшах тухса çÿреме вуçех чăрмантарман.

Çула май, Упнер ялне çитиччен, çамрăксенчен виççĕшĕ анса юлнă. Хăйсен машинин çĕмĕрĕлнĕ плафонĕ вырăнне çĕннине ăçтан та пулин ют машинăран кăларса илес тĕллев пулнă-мĕн вĕсен. Асăрхавсăр ларакан ВАЗ-2106 автомобиле ял пуçĕнче тупнă хайхисем, анчах плафонне нимле те çавăрттарса кăларайман. Ĕç тухманнипе пăшăрханман: хыçалти алăкĕ уçă пулнипе усă курса салонра выртакан икĕ урапана йăкăртса тарнă.

Пĕрремĕш хутĕнче хăйсене никам курманнипе-асăрхаманнипе-ши, çамрăксем хăюлланнă: Вăрнарта тепĕр машинăна «тĕрĕслесе пăхма» шутланă. Хальхинче те хуçи транспорчĕн алăкне питĕрме манни пулăшнă, салонран вăрăсем магнитола кăларса илнĕ.

Ку киревсĕр ĕçсемшĕн çамрăксем амнистие пула суд тенкелĕнчен çăлăнса юлнă. Анчах çакă вĕсемшĕн вĕрентÿллĕ пултăрччĕ кăна.

В.ЯКОВЛЕВ,

«Вурнарский» пайăн

следстви пайĕн пуçлăхĕ

юстици

подполковникĕ.

 

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика