09:57 12 февраля 2014 г.
2013 çулта Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕн сотрудникĕсем граждансенчен йышăннă 5402 пĕлтерÿпе ыйтăва пăхса тухнă. Статистика кăтартнă тăрăх, пĕлтерÿсен шучĕ çулсерен ÿсет: 2010 çулта 2475 пулнă-тăк, 2011 çулта – 4060, 2012 çулта – 4936. Апла пулсан полици сотрудникĕсем çине тиенекен ĕç калăпăшĕ кашни çул пысăкрах.
Анчах пулăшу службисен (полици, пушар хуралĕ, васкавлă медицина пулăшăвĕ) ĕçне ахальтен чăрмав кÿрекенсем те тупăнаççĕ. Вĕсем, уйрăмах ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ хыççăн, шÿт вырăнне хурса пулăшу номерĕсемпе шăнкăравлама тытăнаççĕ. Кăçалхи январьте кăна çакăн евĕр суя шăнкăравсем саккăр пулнă.
Пĕр тĕслĕхе илсе кăтартатпăр. Январĕн 4-мĕшĕнче ÿсĕр Г. пушар тухни çинчен шăнкăравласа пĕлтернĕ. Вăл каланă адреспа пушар сÿнтерекенсемпе пĕрлех полици ĕçченĕсем те, ытти службăсем те хăвăрт çитнĕ. Килме килнĕ-ха, анчах нимле инкек те пулман иккен. Шÿтлевçĕ чĕнсе илнĕ вăхăтра вара такама чăнах та пулăшу кирлĕ пулма пултарнă вĕт.
Г. тĕлĕшпе ятарлă службăсене юриех суйса чĕннĕшĕн административлă протокол çырнă. Миравай судья ĕçе пăхса тухнă хыççăн ăна 1000 тенкĕ штраф хума йышăннă.
А.ГУБАНОВ,
Раççей Шалти ĕçсен министерствин
«Вурнарский» пайĕн пуçлăхĕ
полици подполковникĕ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии