09:47 12 февраля 2014 г.
Чăваш енре пурăнакансенчен ытларахăшĕ – 90 % яхăн – Интернета çĕнĕ хыпарсене пĕлмешкĕн кĕрет. Çапларах кăтартусем парать Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн социологи тĕпчевĕн пĕтĕмлетĕвĕ.
Федераци информагентствисем – информаци тĕп çăл куçĕ: вĕсене респондентсен 46,1 :%вулать. Регион информресурсĕсенчен ытларах республикăн влаç органĕсен официаллă порталне кăмăллаççĕ. Ыйтăма хутшăннисен 51,3 % шăпах унпа усă курать. Рейтингра иккĕмĕш – информаци шырани: респондентсен 84,8 % хăйсене кăсăклантаракан ыйту хуравĕсене Интернетра тупасшăн. Виççĕмĕш вырăнта – электрон почтăпа ĕçлесси (75,9 %). Хуравсен çак варианчĕсене çамрăксем те, аслă ăрурисем те суйласа илнĕ. Ыйтăма хутшăннисен 68,9 : Интернет уçлăхĕнче фильмсемпе юрă-кĕвĕ шырать, 56,1 % сăн ÿкерчĕкпе видео вырнаçтарать, 46,3 % – программăсем «уçласа илет», 34,9 % – ĕç пирки кăсăкланать, вакансисене пăхать.
Унсăр пуçне 18–24 çулсенчи çамрăксем Интернет-вăйăсене кăмăллаççĕ (55,6 %). Анкета ыйтăвĕсене хуравланисен 25,8 % – вĕсенчен ытларах пайĕ 25–34 çулсенче – патшалăх пулăшăвĕсене электрон мелпе илсе курнă.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии