09:11 10 февраля 2014 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн февралĕн 3-мĕшĕнчи Указĕпе Михаил Ноздрякова Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕн – Чăваш Республикин финанс министрĕн должноçĕнчен хăтарнă.
Финанс министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыма министрăн пĕрремĕш заместительне Фарида Муратовăна хушнă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх – Михаил Ноздряков ĕçрен хăй ирĕкĕпе кайнă. Хăйне 2014 çулхи нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче ĕçрен хăтармашкăн ыйтса вăл отпускра каннă чухне, кăçалхи кăрлач уйăхĕн 20-мĕшĕнче, заявлени çырнă тата панă. Çак йышăнăва Михаил Ноздряков патшалăх служби питĕ йывăррипе тата яваплипе сăлтавланă. Малашне вăл хăй ăçта ĕçлеме палăртнине пĕлтермен.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии