09:02 10 февраля 2014 г.
Районăн социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев иртнĕ çул, йывăрлăхсемсĕр мар пулин те, пĕтĕмĕшле ăнăçлă пулнине палăртрĕ.
Мĕнпур шайри бюджетсене пухăннă налуксен калăпăшĕ унчченхи çулхинчен 13,3 процент ÿссе 469,4 млн тенкĕ пырса кĕнĕ. Районăн пĕрлехи бюджетне тупăшсем енĕпе 574,6 млн тенкĕлĕх пурнăçланă, 2012 çул шайĕнчен ÿсĕм 24,7 % танлашать. Хамăрăн тупăш – 183951,3 пин тенкĕ (палăртнин 101,8 %). Тупăшсен пысăк пайĕ (68 %) – 390,7 млн тенкĕ – республика уйăрнă тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ.
Пĕрлехи бюджетăн тăкаксен пайĕ 93,7 процент пурнăçланнă – 558980,9 пин тенкĕпе усă курнă. Укçа-тенкĕне ытларах социаллă-культура сферине (69,9 %), çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха (11 %), пĕтĕмĕшле патшалăх тăкакĕсене (8,3 %) тата наци экономикине (9,7 %) янă. 2014 çулта, Леонид Николаев пĕлтернĕ тăрăх, муниципаллă пурлăхпа тата ирĕклĕ çĕр участокĕсемпе тупăшлăрах усă курса социаллă ыйтусене татса пама укçа-тенкĕ ытларах уйăрас тĕллев лартнă.
Промышленноç производстви яланхиллех экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕ тесен те йăнаш мар. Лару-тăру ку отрасльте çирĕпленсех, ÿсĕмленсех пырать. Промышленноç комплексĕн организацийĕсем 7,9 млрд тенкĕлĕх хăйсем туса кăларнă продукцие ăсатнă, тĕрлĕ ĕç пурнăçланă тата тивĕçтерÿсем кÿнĕ. Чи ăнăçлă ĕçлекен предприятисенчен пĕри – Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ: производство калăпăшĕ 6,6 процент пысăкрах, 18,5 процент нумайрах продукци хатĕрлесе кăларса ăсатнă. Завод халĕ тĕнче рынокне тухнă – Вăрнарта кăларнă продукци ют çĕр-шывсене те саланать, унпа хапăлласа усă кураççĕ тата пахалăхне пысăк хак параççĕ.
Вăрнарти типĕ сĕт завочĕ çĕнĕ производство линине хута янă май пĕлтĕр продукцие 96 процент ытларах ăсатнă. Хăватлăха чакармасăр тимленисен йышĕнче çавăн пекех – Вăрнарти аш-какай комбиначĕ (100,6 %), Калинино райповĕ (116,8 %), «Энергостроймонтаж» общество (119,2 %). Çав вăхăтрах производство калăпăшĕ Вăрнарти йывăç комбинатĕнче виçĕм çулхинчен пĕчĕкрех. Тĕп сăлтавĕ – предприятире финанс лару-тăрăвĕ вылянуллă пулнинче.
«Кăçал район экономикин аталанăвĕ тĕлĕшпе те пысăк тĕллевсем йышăннă: мĕнпур отрасле 300 млн тенкĕрен кая мар инвестицисем явăçтармалла, хамăр вырăнта туса кăларса ăсатнă продукцин, пурнăçланă ĕçсен тата тивĕçтерÿсен калăпăшне пĕлтĕрхинчен 10 процентран кая мар ÿстермелле, предприятисем, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем хывакан налуксен тÿпине 25 % енне пысăклатмалла», – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.
Строительство сферинче татса памалли ыйтусем сахал мар: çав шутра – чарăну площадкисене, поселокра чукун çул урлă каçмалли вырăна юсасси-çĕнетесси, Çăкаллă Явăшпа Талхир ялĕсене Красноармейски районĕнчи Кĕрекаç ялĕпе автомобиль çулĕпе çыхăнтарасси, «Шăхасан – Калинино», «Шупашкар – Сурское» тата «Калинино – Патăрьел – Елчĕк» автоçулсене Калинино салинче тротуарсем сарса реконструкци ирттерессине плана кĕртесси, «Вăрнар – Упи – Красноармейски» республика пĕлтерĕшлĕ çула юсасси. Плотинаран шыв парса тăрас ыйту та паянхи куна уçă: водохранилищĕне район администрацийĕн харпăрлăхне илмелле тата пăхса-асăрхаса тăракан организацие суйлама аукцион ирттермелле, плотинана ĕçмелли шыв илсе тăмалли объект статусне куçармалла.
Пĕлтĕр хута янă çурт-йĕр калăпăшĕ 28,854 пин тăваткал метрпа танлашнă (çакă виçĕм çулхин 84 проценчĕ). Çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 61 çемье патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă, 2008 – 2013 çулсенче пĕтĕмпе 346 вăрçă ветеранĕ çурт-йĕр сертификатне тивĕçнĕ. Ятарлă программăсен йĕркипе нумай ачаллă пĕр çемьене Мулакасси Мăрат ялĕнче çурт туянса панă, тепĕр çемье Кивьял Хапăсра хăпартнă хăтлă çурта пурăнма кĕнĕ. Калининăра тăватă тăлăх ача хăйсен кĕтесĕллĕ пулса тăнă – вĕсене хваттерсемпе тивĕçтернĕ, тепĕр çамрăк валли Енĕшре çурт çĕклесе лартнă. Кунсăр пуçне кăçал çулла поселокра 30 хваттерлĕ çурта хута ямалла – кунта та пÿлĕмсене тăлăхсем йышăнĕç.
2017 çулта, планпа килĕшÿллĕн, граждансене кивелсе юрăхсăра тухнă çуртсенчен (пĕтĕмпе районта ун пеккисем 36) куçарассине вĕçлемелле. 2013 çулта республикăри адреслă программа йĕркипе 75 гражданина (28 çемьене) авариллĕ 14 çуртран куçарма 29,024 млн тенкĕ уйăрнă.
Ял хуçалăхĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетес-тĕк, тыр-пул туса илессине мĕнпур ушкăнри хуçалăхсем 2012 çулпа танлаштарсан 7 процент ÿстернĕ, çав вăхăтрах çĕрулмине виçĕмçулхи шайăн 79,8 проценчĕ чухлĕ кăна пухса кĕртнĕ, пахчаçимĕçсене – 56:. Кăçал тырпула тата пăрçа йышши культурăсене акса хăвармалли лаптăка пысăклатса 16000 гектара çитересшĕн.
Аш-какай туса илессипе район республикăра виççĕмĕш, сĕт суса илессипе пиллĕкмĕш вырăнсене йышăнать. Мĕн пур ушкăнри хуçалăхсенче пĕлтĕр 34175 т сĕт сунă, 6650 т аш-какай туса илнĕ.
Районта ĕç рынокĕ çирĕпленсе пынин пĕлтерĕшлĕ палли – пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх аталанни. Ку сферăра паянхи куна 2 пин ытла çын тăрăшать. Харпăрхăй туса кăларса ăсатнă продукцин, кÿнĕ тивĕçтерÿсен калăпăшĕ – 263,1 млн тенкĕлĕх. Пĕчĕк предпринимательлĕх субъекчĕсем бюджета хывакан налук тÿлевĕсем 85,9 млн тенкĕпе танлашнă (0,4% нумайрах).
Ваккăн суту-илÿпе тимлекен предприятисем те тавар çаврăнăшĕн ÿсĕмне сыхласа хăварма пултарнă (виçĕм çулхи шайпа – 106,6 %:.
Районта 2013 çулта уйăхри вăтам ĕç укçи 16770,6 тенкĕпе танлашнă, 2012 çулхинчен 18,4 % ÿснĕ, анчах республикăри вăтам шая хăпарайман-ха. Чи нумай ĕçлесе илекенсем – продукци туса кăларакан отрасльте (21926,1 тенкĕ), электроэнергипе, газпа, шывпа тивĕçтерес енĕпе (21218,2 тенкĕ) вăй хуракансем.
Шкулсенчи педагогсен те халĕ вăтам ĕç укçийĕ – 20333 тенкĕ, шкул çулĕчченхи учрежденисенчи педагогсен – 17839 тенкĕ.
Тĕрĕссипе, районти вĕрентÿ тытăмне пĕлтĕр сахал мар укçа-тенкĕ уйăрнă. Пилотлă проект йĕркипе района килнĕ 3 млн тенкĕпе тĕллевлĕ усă курса Мăн Явăшри тата Хирпуçĕнчи шкулсенче тĕплĕ юсав пурнăçланă, пĕтĕмĕшле вĕрентÿ тытăмне модернизацилес программа йĕркипе 7 шкулти апат-çимĕç блокĕсене çĕнĕ йышши оборудовани вырнаçтарнă т. ыт. те.
Шкул çулĕчченхи учрежденисенче черет чакманни – тепĕр кăткăс ыйту. Халĕ ĕçлекен вĕренÿ учрежденийĕсенче çулсеренех хушма ушкăнсем уçăлаççĕ пулин те ача сачĕсенче вырăн çитмест-ха. Кăçал поселокра хăпартма пуçлама палăртакан 145 вырăнлăх ача сачĕ лару-тăрăва çăмăллатасси иккĕлентермест. Кăçал Уравăшри, Кĕçĕн Кипекри тата Пăртасри шкулсенче пĕчĕк ачасене çÿреме хушма ушкăнсем уçма майсем тупма пăхнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ çавăн пекех спортри çитĕнÿсемпе, ачасемпе çамрăксене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарассипе мĕнле тимленипе те паллаштарчĕ.
Культура çулталăкĕнче тăван халăхăн пултарулăх еткерне, чĕлхе пуянлăхне упрас, культура пурнăçне çĕнĕ вăй-хăват парас ыйтусем тĕп вырăна тухаççĕ. Районти культура учрежденийĕсем умĕнчи задачăсем анлă. Çулталăка тĕрлĕрен мероприятисемпе пуянлатнисĕр пуçне библиотекăсен кĕнеке фондне çĕнĕ кăларăмсемпе тултарассипе, учрежденисен пурлăхпа техника базине çĕнетессипе тĕллевсем пысăк. 2014 çулта Кульцаври тата Хирпуçĕнчи культурăпа кану центрĕсенче юсав ирттерме плана кĕртнĕ, тата 4 культура учрежденине çутçанталăк газĕпе ăшăтмалла тăвасшăн.
«Культура çулталăкĕ артистсемпе пултарулăх ĕçченĕсем тата искусство çыннисем валли кăна тесе шутлани йăнăш, вăл пирĕншĕн пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ мероприяти. Литературăпа музыкăна, ÿнере анчах мар, хутшăну культурине, хамăра сăпайлă тытма вĕренессине, çемье хаклăхĕсене те мала кăлармалла», – çирĕплетрĕ Леонид Николаев.
Доклад хыççăн тухса каланисем районăн аталанмалли майсем тата пуррине, ку енĕпе мĕнпур вăйсене пĕрлештерсе ĕçлеме кирлине палăртрĕç. «Август» фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиал директорĕ В.Свешников ÿсентăрансене хÿтĕлемелли препаратсем туса кăларассипе хăй ертсе пыракан коллектив Раççейре малта пынине пĕлтерчĕ. Вăрнарсен продукцине чикĕ леш енче те лайăх пĕлеççĕ. Заводра çуллен çĕнĕ объектсем хута каяççĕ. Çавна май çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пулаççĕ. Владимир Васильевич пĕлтернĕ тăрăх, ĕç тухăçлăхĕпе завод Чăваш Республикинчи чи хăватлă пилĕк промышленноç предприятийĕ шутне кĕрет. Çынсен ĕçпе пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе те кунта нумай тимлеççĕ. Заводра вунă çултан кая мар ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене «Август» фирма хăйĕн пенсине тÿлеме тытăннă. Вăтамран уйăхсерен 4-шар пин тенкĕ лекет. Республикăри урăх пĕр предприятире те çакăн пек ырă çĕнĕлĕх халлĕхе çук-ха.
«Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» агрохолдинг та республикăра хăватлă ĕçлесе пырать. Кунта та çуллен çĕнĕ объектсем çĕкленеççĕ. Миллионшар тенкĕлĕх ку чухнехи хăватлă оборудовани тата ял хуçалăх техники туянаççĕ. Агрохолдинг çĕршер гектар усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртет, ĕне выльăх тата сыснасен шучĕ ÿссе пырать. Çакăн пирки аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕ Николай Васильевич Аливанов пĕлтерчĕ.
Депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕн, Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн социаллă тивĕçтерÿ управленийĕн пуçлăхĕн Евгений Захаровăн хĕрÿллĕ сăмахĕ пухăннисен чĕрисене самаях çунатлантарчĕ пулас – темиçе хутчен те тăвăллăн алă çупрĕç. Евгений Анатольевич хăйĕн чунне ыраттаракан спорт тата культура ыйтăвĕсене хăюллăн çĕклерĕ. Спорта тата культурăна аталантарма укçа-тенкĕ шеллеме кирлĕ мар, терĕ. Тĕслĕхсем илсе кăтартрĕ. Акă «Химик» спорт клубăн çулталăкри бюджет 5 миллион тенкĕпе танлашать пулсан, районта спорта аталантарма кăçал 500 пин тенкĕ палăртнă. «Çакă Патшалăх Думин депутачĕн уйăхри шалăвĕпе танлашать», – пĕлтерчĕ вăл. Талантлă спортсменсемпе пултаруллă çынсене пулăшма районта ятарлă фонд туса хума темиçе те сĕнтĕм, анчах çакă никама та кирлĕ мар, терĕ Е.Захаров, енчен те эпир район пуласлăхĕ пирки калаçатпăр-тăк, пурин те пĕр тĕллевпе килĕштерсе туслăн ĕçлемелле.
Ертÿçĕсем канашлăва хутшăннисен çивĕч ыйтăвĕсене те хуравларĕç, вĕсенчен чылайăшне татса пама май пуррине шантарчĕç. Сăмахран, Рункăра лавкка çĕнĕрен уçма ыйтакансене хурав панă май Калинино райпо канашĕн председателĕ Венера Николаева юлашки уйăхра кăна катари 2 ялта лавккасем ĕçлеме пуçланине, Рункăна та черет çитессе пĕлтерчĕ. Поселокри морг строительстви – вуншар çул тăсăлакан ыйту. Апла пулин те çурта çывăх вăхăтрах хăпартасси пирки сăмах пымасть, кунта кăткăс самантсем темĕн чухлĕ.
Канашлу ĕçне хутшăннă Сергей Павлов – Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ, ял хуçалăх министрĕ – ĕç тăвакан влаç органĕсен тĕп задачи республикăра пурăнакансен пурнăç шайне лайăхлатасси тата çăмăллатасси пулнине уйрăммăн палăртрĕ. Района поселокра çĕнĕ ача садне хăпартса хута яма укçа-тенкĕ уйăрма, Республика кунĕ тĕлне каток уçма палăртнă. Кунсăр пуçне районта тепĕр виçĕ ялта модельлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем çĕнĕрен çĕкленĕç.
Министр пĕлтернĕ тăрăх, инвестицисене ытларах явăçтарас тесен çĕрсем «уçă» пулни кирлĕ, çавăнпа та усă курман çĕр пайĕсене (районта 9 пин ытла пай) йĕркелессине хăвăртрах вĕçлемелле. Вăл çутçанталăк газĕшĕн тÿлессипе çăмхаланса пыракан парăмсене татассипе ĕçлемеллине асăрхаттарчĕ.
Канашу савăнăçлă самантпа вĕçленчĕ – тĕрлĕ отрасльте палăрнă ĕçченсене грамотăсемпе тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕсене свидетельствăсемпе чысларĕç.
И.ЯКОВЛЕВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии