16:21 04 февраля 2014 г.
РФ Федераллă Пухăвĕн Патшалăх Думи Раççей Конституцине йышăннăранпа 20 çул çитнĕ май амнисти ирттересси пирки пĕлтернĕччĕ, ăна пурнăçлама 6 уйăх панă. Ку амнистие республикăри юсану учрежденийĕсенче айăплав вăхăтне ирттерекенсем те саккăрăн лекеççĕ.
Айăплав пурнăçлавĕн федераллă службин даннăйĕсем тăрăх, вĕсен йышĕнче – çула çитмен ачасем пур 6 тата 55-ри 1 хĕрарăм, хулиганла ĕçшĕн айăпланнă пĕр арçын.
Амнистипе ирĕке тухакансем тĕлĕшпе колони пуçлăхĕ йышăну кăларать, документсене ятарлă прокуратурăна тăратать. ЧР Юсану учрежденийĕсенче саккунсене пăхăннине асăрхаса тăракан Шупашкарти прокуратура документсене пăхса тухса алă пусать.
В.ШАШКОВ,
ЧР Юсану учрежденийĕсенче саккунсене пăхăннине асăрхаса тăракан
Шупашкарти прокурорĕн
аслă помощникĕ
юстици кĕçĕн советникĕ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии