16:15 04 февраля 2014 г.
«АК БАРС АЭРО» авиакомпани Шупашкартан Уфана тата Самарăна авиарейссем пурнăçлассине кăçалхи мартăн 29-мĕшĕччен тăснă
Шупашкар аэропортĕнче февралĕн 5-мĕш, 7-мĕш тата 10-мĕш валли билетсем сутма тытăннă. Уфана Чăваш ен тĕп хулинчен тунти кун, юн кун тата эрне кун самолет 9 сехет те 55 минутра вĕçет, 14 сехетре çитет. Пушкăртстан тĕп хулинчен вырăнти вăхăтпа самолет 14 сехет те 40 минутра тухать, Шупашкарта 15 сехетре пулать. Вĕçев хакĕ – 1775 тенкĕрен пуçласа 4770 тенкĕ таран.
Самарăна самолет çак кунсенчех 15 сехет те 35 минутра вĕçет. Унти Курумоч аэропортне 17 сехет те 5 минутра анса ларать. Каялла сывлăш карапĕ 7 сехет те 45 минутра тапранать, Шупашкарта 9 сехет те 20 минутра пулать. Билет хакĕ – 2075 тенкĕрен пуçласа 3305 тенкĕ таран.
«Уфа – Шупашкар – Уфа» тата «Шупашкар – Самара – Шупашкар» авиарейссем пирки тĕплĕнрех 301-487, 621-471, 622-245, 627-217 номерсемпе шăнкăравласа пĕлме пулать.
Сывлăш рейсĕсем Атăлçи федераци округĕнче регион авиацине аталантарас проектпа пурнăçланаççĕ. Ун тĕп условийĕ – вĕçевсен графикне çирĕп пурнăçласси.
Проекта пурнăçлама кăçала федераци бюджетĕнчен 620 миллион тенкĕ уйăрнă. Маршуртсене 60: – 40: шайлашупа саплаштарма пăхнă май, округри регионсен 413 миллион тенкĕ хывма тивет.
Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочнăй представителĕ Михаил Бабич Самарăра иртнĕ канашлура ку программа пассажирсен шутне ÿстерме, округри хуласене пысăк промышленность центрĕсемпе çыхăнтарма май панине каланă.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии