Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнĕ йĕркепе

15:57 04 февраля 2014 г.

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа техника инвентаризацийĕн бюровĕн (БТИ) хăй тĕллĕн кадастр ĕçĕсене пурнăçлама ирĕк çук. Куçман пурлăх объекчĕсем тĕлĕшпе кадастр ĕçĕ-хĕлĕпе халĕ кадастр инженерĕсем кăна тимлеме пултараççĕ.

Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕнчен ăнлантарнă тăрăх, çакă БТИ-сем хупăнаççĕ тенине пĕлтермест. Пĕр çĕнĕлĕх анчах – халĕ кашни БТИ штатĕнче сахалтан та 2 кадастр инженерĕ пулмалла. Шăпах вĕсем сирĕн çурта, хваттере е пÿлĕме патшалăх кадастр учетне илме документсем хатĕрлĕç.

«Паян республикăра техника инвентаризацийĕ ирттерекен 28 орган. Вĕсенчен 23-шĕнче кадастр инженерĕсене ĕçе илнĕ ĕнтĕ. Йĕпреç районĕнче вĕсем, сăмахран, çиччĕн тан. Улатăр, Вăрнар тата Хĕрлĕ Чутай районĕсенче хальлĕхе пĕрер кăна. Аттестаци витĕр тухнă специалистсем Куславкка тата Комсомольски районĕсенче çук», – пĕлтерчĕ Росреестрăн республикăри управленийĕн ертÿçи Екатерина Карпеева.

Управлени граждансене кадастр ĕçĕсем ирттерме заказ панă чух инженерăн аттестатне пăхма-тĕрĕслеме сĕнеççĕ. Енчен те аттестациленмен инженера ĕçе пурнăçлама шансан укçана уссăрах тăкаклатăр.

Кадастр инженерĕсем çинчен даннăйсене республикăн пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин тата Росреестрăн сайчĕсем çинче тупма пултаратăр.

М.ИВАНОВА.

 

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика