Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Аталанмалăх никĕс пур

15:43 04 февраля 2014 г.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн иртнĕ çулталăкри районти кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Тишкерĕве ял хуçалăх предприятийĕсен, хресчен-фермер хуçалăхĕсен, ял тăрăхĕсен ертÿçисем, ветеринари ĕçченĕсем хутшăннă. Райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ В.Горбунов евитленĕ тăрăх, аш-какай туса илесси 2013-мĕшĕнче унчченхи çулхинчен 5 процент ÿснĕ, 6.650 тонна тунă. Аш-какай комбиначĕн пай-тÿпи пысăк – вăл 80,6 процентпа танлашать. Республикăра 3-мĕш вырăнта пултăмăр.

Сĕт 34,2 пин тонна тунă. Сăвакан ĕнесем акционерлă уçă обществăн нумай – республикăра чи пысăкрах кĕтÿ пирĕн аш-какай комбиначĕн шутланать. Сĕт туса илессине пĕлтĕр унта 22 процент ÿстернĕ. «Пысăк сĕт» çулĕпе çĕрпелсем, çăкаллă-явăшсем, çавалкассем, хирпуçсем ÿсĕмлĕ утăмлаççĕ. Хресчен-фермер хуçалăхĕсем 610 тонна сĕт турĕç. Сĕтпе пирĕн район республикăра 5-мĕш вырăнта. Кашни ĕнерен сăвас тĕлĕшрен республикăн вăтам шайĕнчен юлса пынă, 4.259 килограмм сунă. Çавăн пекех, ĕне кĕтĕвне пысăклатас задача çивĕч тăрать.

ООО «Феникс» агрофирма панкрута тухрĕ. Мăйракаллă шултра выльăх йышĕ чакрĕ. Кил-хуçалăхра ĕне тытакансем сахалланса пыраççĕ. Çав вăхăтрах Çавалкас, Мăн Турхан, Ярмушка, Вăрманкас, Шĕнер Ишек, Кĕçĕн Кипек, Уйкас Кипек ял тăрăхĕсенче кашни пиллĕкмĕш килте ĕне сăваççĕ, ытти выльăх-чĕрлĕх тытма тăрăшаççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсене пĕлтĕр патшалăх енчен 154 миллион тенкĕ парса пулăшнă.

Канашлура «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» агрохолдинг гендиректорĕ Н.Аливанов пĕлтернĕ тăрăх, предприяти сысна какайне хăйне туллин тивĕçтерме выльăха вырăнта самăртса хатĕрлет. Какайлăх чĕртме тăратнă сысна е ĕне выльăх хăвăрт ÿт хушать. Рационта кукуруза паллă вырăн йышăнать. Тĕшĕлĕх тырă тума кăçал унăн лаптăкне тата пысăклатма пăхнă. Ятарлă сеялка тата тепĕр «Джон Дир» трактор туянаççĕ. Хушса пин пуç выльăх самăртма çĕнĕ вите туса лартасшăн.

Анлă реконструкци хыççăн Вăрнарти сĕт заводĕнче продукци икĕ хут ытларах туса кăларма тытăннă. «Пирĕн те аграрлă сектор пулать, – тенĕ Ф.Волков директор. – Пĕлтĕр Кольцовка енче ĕçе пуçăнтăмăр. Сĕт-çу агрохолдингне йĕркелетпĕр, ĕне выльăх хамăр тытатпăр. Республикăри районсен центрĕсенче сĕт йышăнса сивĕтмелли пунктсем уçатпăр. Сыр хатĕрлекен цех туса лартатпăр.

ЧР Ял хуçалăх министерствин представителĕ С.Мясникова пухăннисен ыйтăвĕсене хуравланă. ОАО «Чувашская» гендиректорĕн çумĕ А.Лукин ăратлăх ĕçĕ-хĕлĕн лару-тăрăвне тишкернĕ. Зооветспециалистсене пăрусен йышĕпе плана пурнăçламаншăн ятланă. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене фермер хуçалăхĕсемпе тимлĕрех ĕçлеме хушнă. Фермерлăх грантсене курăмлă кăтартупа тÿрре кăларма пултаракан хресченсене сĕнмелле.

Л.ВАСИЛЬЕВА.

 

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика