09:34 03 февраля 2014 г.
Вăрнар район прокуратури «ТеплоКомфорт» тулли мар яваплă обществăн тулаш управляющийĕ организацин унчченхи ертÿçине Леонид Сантимера административлă явап тыттарма ыйтса çырнă пирки тĕрĕслев ирттернĕ.
Палăртнă тăрăх, Чăваш Республикин Арбитраж сучĕн йышăнăвĕпе «ТеплоКомфорт» обществăра панкрутлăха кăларассипе ĕç пырать, тулаш управляющие палăртнă.
«Панкуртлăх çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн, тулаш управлени кĕртнĕ хыççăн парăмçă-организацин унчченхи ертÿçин тивĕçĕсене пăрахăçлаççĕ. Ку организацин ертÿçин тулаш управляющине çирĕплетнĕ хыççăн виçĕ кун иртиччен ăна мĕнпур документпа, пичетпе, штампсемпе тивĕçтермелле.
«ТеплоКомфорт» директорĕ вара саккун ыйтнине виçĕ кунра пурнăçламан, тулаш управляющи пĕлтĕрхи октябрьте ыйтса çырса ярсан та документсене куçарса паман.
Вăрнар район прокуратури «ТеплоКомфорт» общество директорĕ пулнă Леонид Сантимер тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă, ăна пăхса тухма Вăрнар районĕн 1-мĕш суд участокĕн миравай судйине ярса панă.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии