09:33 03 февраля 2014 г.
Раççей спорт министерствин тата адаптивлă физкультура тата спорт енĕпе ĕçлекен Канашĕн йышăнăвĕпе 2015 çулта инвалидсен Пĕтĕм Раççейри Çуллахи II спартакиади Çĕнĕ Шупашкар хулинче иртĕ.
Ку хулари ачасемпе çамрăксен 3-мĕш спортшкулта Спартакиадăра палăртнă мĕнпур дисциплинăсемпе ăмăртусем йĕркелеме условисем çителĕклĕ. Малтанласа палăртнă тăрăх, унта 2000 ытла инвалид хутшăнмалла.
Пĕрремĕш Спартакиада 2011 çулта Мускавра иртнĕ, мала тухассишĕн 56 субъект тупăшнă, вăл спортăн 14 тĕсне пĕрлештернĕ. Çĕнĕ Шупашкарта пулакан ăмăртусен программине вара ăс-тăн пăсăлнă çынсем валли те спорт тĕсĕсене пуçласа кĕртнĕ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии