08:50 03 февраля 2014 г.
«Мураты» ял хуçалăх кооперативĕ çĕр улми туса илессине çулсерен ÿстерсе пырать, ăна сутса пысăк тупăш курать. Çанталăкăн йывăр çулĕсенче те çăкаллă-явăшсем, ытти хуçалăхсемпе танлаштарсан, çĕр улми тухăçне чакармаççĕ. Вĕсен кăçалхи тĕллевĕсем еплерех;
Пысăк лаптăк çинче тухăçлă çĕр улми туса илесси – йывăр та кăткăс ĕç. Шăрăх та типĕ çанталăкра çĕр улмие çитĕнтерме, йĕпе-сапара ăна пухса кĕртме хĕн. Тепĕр чăрмавĕ – туса илнĕ продукцие вырнаçтарассинче, тĕрĕсрех каласан, ăна сутса тупăш тăвассинче. Услам вырăнне тăкак курни кирек кама та шухăшлаттарма тивĕç.
Хĕн-асапсăр ырри пулмасть тенешкел, паян çĕр ĕçченне çăмăл мар. Çăкаллă-явăшсем йывăрлăхсене çĕнме хăнăхнă. Сортсене çĕнетсе, улăштарса пынипе, çĕр улми туса илнĕ çĕрте çĕнĕ технологипе анлă усă курнипе, çумкурăка вăхăтра тасатса, рет хушшисене тăтăшах кăпкалатса тăнипе, минераллă удобренисемпе тулăх апатлантарнипе «иккĕмĕш çăкăра» пĕлтĕр кашни гектартан 200-шер центнер турĕç. Ăна çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсене ярса тăма мехел çитерчĕç.
Ĕç хăвăртлăхĕпе пахалăхĕ техникăна тухăçлă ĕçлеттернипе тачă çыхăннă. Çĕр улми кăларнă чухне «Гримме» йышши виççĕ комбайнпа усă курчĕç.
Ял ĕçченĕсен кăçалхи тĕллевĕсем пирки сăмах пуçарсан, хуравĕ çапла пулчĕ:
– Эпир çĕр улми лаптăкне те, унăн тухăçне те пĕлтĕрхинчен чакармастпăр.
Çăкаллă-явăшсем хăйсен сăмахне пурнăçа кĕртме тытăнчĕç. Вăрлăхсене çителĕклĕ хатĕрлерĕç, вĕсем лайăх упранаççĕ. Мĕнпур йышши техникăна хĕл каçарма типтерлĕ вырнаçтарнă. Халĕ ял ĕçченĕсем çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе минераллă удобренисем кÿрсе килессипе тимлеççĕ.
В.МОСКВИН.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии