10:58 29 января 2014 г.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăксен проекчĕсен «СтуДень» ярмăрккине хутшăннă, вăл, Раççей студенчĕсен кунне халалланăскер, ЧР Вĕрентÿ институтĕнче иртнĕ.
Республика Пуçлăхĕ çамрăксен общество пĕрлешĕвĕсен хастарĕсене уяв ячĕпе саламланă, пуçарулăхшăн, тĕллевсене пурнăçлама ăнтăлнăшăн тав тунă. «Волонтерсен ĕçĕ-и, обществăшăн пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçласси-и – пирĕн çамрăксем кирек мĕнле проекта хутшăнсан та сирĕн пирки ырă сăмахсем çеç илтетĕп. Çакă питĕ кăмăллă. Эпир сире ĕненетпĕр, сире шанатпăр. Республика, Раççей пуласлăхĕ шăпах çамрăк ăруран килет», – тенĕ М.Игнатьев студентсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, чуна çывăх професси суйласа илме тата çирĕп çемьесем çавăрма суннă май.
Çак кун çамрăксене, студентсене пултарулăхри ăнтăлушăн ятарлă стипендисемпе хавхалантарнине ĕнентерекен свидетельствăсене Универсиада волонтерĕсене, Олимп çулăмĕн эстафетине хутшăннисене, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн общество организацийĕсен нумай представительне панă.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии