Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Олимпиадăпа пĕрле пулăпăр

10:51 29 января 2014 г.

Декабрĕн 27-мĕшĕнче Чăваш ен Сочире иртекен Хĕллехи XXII Олимп вăййисен çулăмĕн эстафетине йышăнчĕ. Олимпиадăн символне йăтса республикăн тĕп хулин урамĕсемпе чупса тухма чи ятлă-сумлă, паллă 163 çын тивĕçнĕ.

Халĕ акă районти шкулсенче вĕренекенсен те Олимп çулăмĕн факелне алăра тытса курма май пулĕ – район администрацийĕ «Олимпиадăпа пĕрле пулăпăр» акци ирттерет. Ку акци – Олимп çулăмĕн эстафетин тăсăмĕ – мĕнпур халăха пĕрлештерекен спорт вăййисен кăмăл-туйăмĕпе район çыннисене те хавхалантарас тĕллевлĕ. Акци йĕркипе мероприятисем кашни вĕренÿ учрежденийĕнче районти паллă спортсменсем хутшăннипе иртĕç.

Вĕренÿ учрежденийĕсенче Олимпиада факелĕ февралĕн 1-мĕшĕнчен 26-мĕшĕччен пулĕ.

Февралĕн 1-мĕшĕнче – Вăрнарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче тата 1-мĕш шкулта; 3-мĕшĕнче – 2-мĕш; 4-мĕшĕнче – Хапăсри; 5-мĕшĕнче – Пăртасри, 6-мĕшĕнче – Вăрманкасри; 7-мĕшĕнче – Калининăри; 8-мĕшĕнче – Шĕнер Ишекри; 10-мĕшĕнче – Аçăмçырминчи; 11-мĕшĕнче – Чăрăшкас Хирлепри; 12-мĕшĕнче – Хăмăшри; 13-мĕшĕнче – Ярмушкари; 14-мĕшĕнче – Туçи Мăратри; 15-мĕшĕнче – Мăн Явăшри; 17-мĕшĕнче – Кĕçĕн Кипекри; 18-мĕшĕнче – Кăмашри; 19-мĕшĕнче – Малти Ишекри; 20-мĕшĕнче – Туçи Çармăсри; 21-мĕшĕнче – Вăрман Кипекри; 22-мĕшĕнче – Санарпуçĕнчи тата Уравăшри; 24-мĕшĕнче – Çĕрпелти тата Хирпуçĕнчи; 25-мĕшĕнче – Кÿстÿмĕрти; 26-мĕшĕнче – Кульцаври шкулсенче.

 

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика