09:46 27 января 2014 г.
Вăрнар çитес шăмат кун, февралĕн 1-мĕшĕнче, пысăк ăмăртăва – Чăваш Патшалăх Канашĕн Председателĕн Юрий Поповăн парнисене çĕнсе илессишĕн кире пуканĕ йăтассипе республикăри III уçă турнира – ирттерме хатĕрленет
Юрий Алексеевич Попов – спортăн çак тĕсĕшĕн «чирлекен» кăна мар, вăл ку енĕпе Раççей спорт мастерĕ. Ку сумлă ята вăл шкулта 10-мĕш класра вĕреннĕ чухнех Чăваш енĕн пĕрлештернĕ командипе Липецкра иртнĕ турнирта тивĕçнĕ. Чăваш автономи республикин команди Красноярск крайĕн, Воронеж, Киров, Липецк, Ярославль облаçĕсемпе автономлă ытти республикăсен командисене хыçала хăварса РСФСР чемпионĕ пулса тăнă. Ку ăмăртăва Юрий Алексеевичăн пиччĕшĕ, Петр Алексеевич та, хутшăннă. Кире пуканĕпе шăллĕне шăпах вăл, шкулта физкультура учителĕнче тимленĕскер, туслаштарнă.
Юрий Алексеевича Вăрнар район çыннисем аван пĕлеççĕ. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн генеральнăй директорĕнче ĕçлесе вăл предприятие хăватлă аталантарчĕ, чăн-чăн çĕр çынни пулнине çирĕплетрĕ. Спорт пурнăçĕнче те ырă йĕрсем пур. Хăй районта иртекен массăллă чупусене яланах хутшăнатчĕ, предприяти ĕçченĕсем йĕлтĕрпе чупса ăмăртасси йăлана кĕнĕччĕ.
Халĕ Чăваш Республикин яваплă должноçĕнче те спорта пысăк тимлĕх уйăрать. Вăл пуçарнă турнир, чи малтанах, ытларах та ытларах çамрăка сывă пурнăç йĕркине явăçтарас тĕллевлĕ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии