09:22 27 января 2014 г.
Калинино шкулĕн аслă кадечĕсем хăйсен ят-сумне кăна мар, район чыс-хисепне те Мускав таран çĕклерĕç. Çĕршывăмăрăн тĕп хулинче иртнĕ смотр-конкурсра мĕнпур регионри тантăшĕсене чылай кая хăварса çĕнтерÿпе таврăннăччĕ вĕсем. Республикăри çитĕнÿсен вара шучĕ те çук – калининăсем яланах малтисен йышĕнче.
Аслă тусĕсен тĕслĕхĕпе хавхаланса кĕçĕн кадетсем те вĕсенчен юласшăн мар. Çитĕнÿсемпе мухтанмалăх та пур. Нумаях пулмасть вĕренекенсем Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн çуртĕнче иртнĕ бал ташшисен «Хĕллехи юмах» республика конкурсне хутшăннă. Пĕлтĕр калининăсем виççĕмĕш вырăнта пулнă-тăк, кăçал вара ăнăçнă – малти вырăна йышăннă. Ăнăçнă тесен тĕрĕсех те мар пулĕ, хăйсене чи çÿллĕ шайра кăтартас тесе ачасен строй хатĕрленĕвĕн ăсталăхне туптассипе те, кашни ташă утăмне çăмăллăн та илемлĕн пурнăçлама хăнăхассипе те кунсерен тар тăкма тивнĕ. Надежда Владимировна Тикинева хореограф тата класс ертÿçи пулăшнипе 7-мĕш класри кадетсем Г.Свиридовăн «Метель» кĕввипе тĕлĕнмелле бал ташши хатĕрленĕ. Костюмсене те мĕнле хÿхĕм çĕлеттернĕ тата...
Уяв гранд-маршпа уçăлнă, унта кадетсемпе пĕрлех вĕрентекенĕсем те хутшăннă. Иккĕмĕш тапхăрта районсемпе хуласенчи çирĕм ытла ушкăн пĕрлĕхлĕ вальс çеммипе бал королĕпе королевине кĕтсе илнĕ. Мăшăрсен конкурсĕнче И.Яковлевапа И.Крылов хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Чи асамлă самант – ансамблĕн бал композицийĕ (формейшен). Калининăсем зала тухсанах пуриншĕн те паллă пулса тăнă – ку çĕнтерÿçĕсен ташши.
Кĕçĕн кадет класĕ сумлă ентеш, общество паллă деятелĕ, Раççейри чăвашсен наципе культура федераллă автономийĕн президенчĕн Анатолий Григорьевăн ячĕпе хисепленет. Вăл нумаях пулмасть-ха хăй шефа илнĕ класс вĕренекенĕсемпе тĕл пулса калаçнă, малашне пĕрле тĕрлĕрен мероприяти ирттерме, экскурсисене тухса çÿреме калаçса татăлнă.
Калининăри шкул директорĕ Татьяна Ефимова Анатолий Григорьевпа тĕл пулнипе ачасем çав тери кăмăллă пулнине, класс унăн ячĕпе хисепленнипе мăнаçланнине пĕлтерчĕ. «Ачасемпе çамрăксене тĕрĕс воспитани парас ĕçре ырă тĕслĕхсене аякра шырамалла мар. Хамăр тăрăхрах мухтава тивĕçлĕ çынсем вуншар-çĕршер. Анатолий Иванович Григорьевах, акă – ашшĕ-амăшне хисеплеме тата çĕршыва чикĕсĕр юратма пĕлнин, ĕçченлĕхпе сăпайлăх тĕслĕхĕ», – терĕ вăл.
И.ЯКОВЛЕВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии