10:05 22 января 2014 г.
Вăрнар район прокуратури Шĕнер Ишек çынни хăйĕн прависене пăсни çинчен пĕлтернине тĕрĕсленĕ. Палăртнă тăрăх, гражданин территорие хăтлăх кĕртессипе ял поселени администрацине заявлени çырнă.
«Раççей Федерацийĕнчи граждансен ыйтăвĕсене пăхса тухмалли йĕрке çинчен» федераллă саккуна пăсса Шĕнер Ишек ял поселени администрацийĕн пуçлăхĕ гражданина саккунпа палăртнă вăхăтра (30 кунта) хурав ярса паман.
Район прокуратури В.Романов пуçлăх тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă. Вăрнар районĕн 2-мĕш суд участокĕн миравай судйи унăн айăпне çирĕплетсе 5000 тенкĕ штраф хума йышăннă.
Е.ДМИТРИЕВА,
Вăрнар район прокурорĕн заместителĕ
юстици советникĕ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии