09:37 22 января 2014 г.
Шалти ĕçсен Чăваш Республикинчи министерствинче пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе коллеги анлă ларăвĕ иртнĕ. Йĕркелĕхе тата саккунлăха тивĕçтерес енĕпе полици сотрудникĕсем мĕнле ĕçленине тишкерме республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикинчи Тĕп федераллă инспектор Геннадий Федоров тата ыттисем хутшăннă.
Республика ертÿçи шалти ĕçсен органĕсен службине лайăх хак панă, полицейскисене пысăк профессионализм тата яваплăх кăтартнăшăн тав тунă, вĕсем Чăваш енре çирĕп те лăпкă лару-тăрăва тивĕçтерме курăмлă тÿпе хывнине пĕлтернĕ.
Михаил Игнатьев Вăрнарти полицейскисен ÿсĕмĕсемпе çитĕнĕвĕсене уйрăммăн палăртнă. Саккунлăха тата йĕркелĕхе çирĕплетес ĕçре палăрнăшăн республика Пуçлăхĕ Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕн коллективне Тав хучĕсемпе чысланă.
Пай коллективĕ пĕлтĕр кăтартусене чылай енĕпе лайăхлатма пултарнă. Преступленисен пĕтĕмĕшле йышĕ те, уйрăм ушкăнсенче те чакнă. Преступленисене уçса парассин шайне 4,8 процент ÿстернĕ – 85,8 процента çитернĕ.
И.ЯКОВЛЕВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии