09:30 22 января 2014 г.
Вăрнарти 1-мĕш вăтам шкул хăй хисепленекен Иван Никифорович Никифоровăн ятне чыслăн çÿлте тытса пырать
Кăçалхи çул акă кунта курăмлă мероприятисемпе – Социализмла Ĕç Геройĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ И.Н.Никифоров çуралнăранпа 104 çул çитнине халалланăскерсемпе – пуçланчĕ. Паллă математикăн ĕçне кашни класс руководителĕ, кашни предмет учителĕ вăл е ку конкурс-олимпиадăра кăтартма тăрăшрĕ. Библиотекăра вунă кун хушши «Эпир ăна асра тытса пурăнатпăр» кĕнеке куравĕ ĕçлерĕ.
Учитель-новатор, учитель-мастер, учитель-виртуоз... Урокĕсем – шырав, пултарулăх, аталану сехечĕсем... Вăл математикăна ачасенче ăнланмалла хывнă кăна мар, чи кирли – кашнине пурнăç урокĕсене «пиллĕклĕх» хăнăхтарнă. Республикăра вĕрентÿ тытăмĕнчи пĕртен-пĕр Социализмла Ĕç Геройĕ. Раççей шайĕпе илсен те кунашкаллисем шутлă кăна. Пурнăçăн чи йывăр саманчĕсене тивĕçлĕн чăтса ирттернĕ, вăрçă, выçлăх çулĕсене тÿснĕ. Анчах çынлăха нихăçан та çухатман. Унăн вĕренекенĕсем – ăслă çынсем, тĕрлĕ пысăк должноçсенче тăрăшаççĕ, нумайăшĕ математиксем. Çак темăсем январĕн 17–18-мĕшĕсенче 1–9- мĕш классенче иртнĕ класс сехечĕсенче, 10-мĕш класра йĕркеленĕ «çавра сĕтелре» анлă калаçу пуçарнă. Иван Никифоровичăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне туллин çутатни, паллă педагог 1-мĕш шкул аталанăвĕнче хăварнă çутă йĕр çинчен калаçни чи малтанах вĕренекенсенче Герой тĕслĕхĕпе патриотизм туйăмне вăратас тĕллевлĕ пулнă.
Иван Никифоровичăн математикăри пысăк пултарулăхне тĕпе хурса çак кунсенче шкулта 1–4-мĕш классем хушшинче ку предметпа олимпиадăсем, 8-мĕш классем хушшинче математика КВН-ĕ, 9-мĕш классенче математика парадоксĕсем иртнĕ.
Ыран кашни класра «Шкул историйĕн страницисене уçнă май» ятпа иртекен урок вара Героя халалланă мероприятисене вĕçлекенни пулĕ.
И.Н.Никифоровăн кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ шкулти музей стенчĕсенче, документсенче, презентацире те туллин çуталаççĕ. Иван Никифорович Никифоровăн 100 çулхи юбилейĕ хыççăн ун пултарулăхне халалланă кĕтес çĕнĕ экспонатсемпе те пуянланнă. Вĕсемпе музея паллă математикăн хĕрĕсем – Алевтина Ивановнапа Раиса Ивановна – тивĕçтернĕ.
Шкул Иван Никифорович Никифоров ячĕпе хисепленсе тăма тытăннăранпа тăхăр çул çитет. Тăватă çул каялла шкул çурчĕ çинче Асăну хăмине уçрĕç. Анчах кунпа пысăк шухăшсем вĕçленмен-ха. Çитес вăхăтра Герой ячĕллĕ пысăк стенд хатĕрлеме палăртаççĕ, вăл пĕрремĕш хутри фойере вырнаçĕ, шкула кĕрекен кашни ача-çынна мăнаçлăн кĕтсе илĕ. Кунсăр пуçне Асăну хăми айĕнче çÿлĕксем вырнаçĕç. Математик аллейи çĕнĕ çĕрте ешерме тытăнĕ...
С.ЧИКМЯКОВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии