09:45 20 января 2014 г.
Чăваш енре пурăнакансенчен ытларахăшĕшĕн (89,9 процент) телекурав информаци тĕп çăл куçĕ шутланать. Çапла çирĕплетет Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ ирттернĕ социологи тĕпчевĕ.
Иккĕмĕш вырăнта – Интернет. Ăна ыйтăма хутшăннисен 58,5 проценчĕ кăмăллать. Чăваш Республикинчи халăхăн 57,3 проценчĕ вара хыпар-хăнара хаçатсенчен пĕлет. Тăваттăмĕш вырăнта – радио. Ăна респондентсен 47,2 проценчĕ юратса итлет. Республикăра пурăнакансен 75 проценчĕ (18–24 çултисем) куллен Интернетпа усă курать. Аслă ăру çыннисем вара массăллă информаци хатĕрĕсенех (телекурав, радио тата хаçатсем) мала хураççĕ. Сăмахран, 55 çулран аслăраххисен йышĕнче 85 проценчĕ кунсерен телевизор пăхать. Радио итлекенсен хисепĕ 41 процентпа танлашать. 28,9 проценчĕ вара хаçат-журнал вулать.
Республика çыннисем регионти хаçатсене те, Раççейĕн тĕп хулинче пичетленекеннисене те ăша хываççĕ. Çав вăхăтрах вырăнти хаçатсене вулакансен йышĕ ÿсни куç кĕрет. Енчен те 2011 çулта республика тата район хаçачĕсене ыйтăма хутшăннисен 18,5 проценчĕ вуланă-тăк, 2013 çулта 25,7 проценчĕ вырăнти хыпарсемпе паллашма кăмăлланине пĕлтернĕ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии