09:43 20 января 2014 г.
Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕнче пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе канашлу иртрĕ. Унта Вăрнар тата Элĕк район администрацийĕсен ертÿçисем Леонид Николаевпа Александр Куликов, икĕ район прокурорĕсем Ильфак Мифтахутдиновпа Валерий Шоркин тата ыттисем хутшăнчĕç.
Вăрнарти йĕрке хуралçисен çулталăкри ĕç кăтартăвĕсене республикăри министерство енчен полици пуçлăхĕн заместителĕ Александр Николаев полици полковникĕ тишкерчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, оперативлă служба ĕç-хĕлне, тĕпрен илсен, лайăх хакланă, апла пулин те малашлăх задачăсем татах та пысăк.
«Вурнарский» пай асăрхавра тытакан Вăрнар тата Элĕк районĕсенче пĕлтĕр 462 преступление регистрациленĕ. Ку виçĕм çулхинчен 7,2 процент сахалрах. Паллă, преступлени çулĕ çине тăракансенчен ытларахăшĕ – ниçта та ĕçлеменнисем, унччен те судпа айăпланнисем, ĕçкĕпе иртĕхекенсем.
Шалти ĕçсен пайне пулăшу ыйтса килнĕ тĕслĕхсен шучĕ çулсеренех ÿсни сыхланса пырать. 2012 çулта 4936 заявленипе пĕлтерĕве йышăнса пăхса тухнă-тăк, 2013-че – 5402 (8,7 процент нумайрах).
Йывăр преступленисен шучĕ 35,3 процент чакнă, уйрăмах йывăррисен – 15,4 процент. Ют пурлăха вăрласси те (168), хваттерсене çаратни те (14), ултавлă ĕçсем те (17) виçĕм çулхинчен сахалрах. Хурахла тапăнса çаратнипе, пусахласа укçа туртса илнипе çыхăннă киревсĕр ĕçсем пачах çырăнман.
Мĕнпур ял-хула поселенийĕсенчен тăххăрăшĕнче преступноç шайĕ чакнă. Çав вăхăтрах Вăрманкас, Калинино, Кĕçĕн Кипек тата Аçăмçырми ял поселенийĕсенче лару-тăру япăх енне улшăнни курăнать. Преступленисен пĕтĕм йышĕнче ют пурлăха вăрланисем пысăк тÿпе йышăнаççĕ – 36,3 процент. Ку ушкăнри преступленисене ытларах Калинино (16), Кĕçĕн Кипек (9), Вăрманкас (5), Шĕнер Ишек (3) ял поселенийĕсенче тунă.
Районти шалти ĕçсен пайĕн дежурнăй пайне 16 сăнав камеринчен информаци килсе тăрать. Вĕсене çын йышлă çÿрекен тата преступленисем тăтăш пулакан вырăнсене лартнă. Кунсăр пуçне предприятисемпе организацисем тата уйрăм предпринимательсем 125 камерăпа усă кураççĕ. Ку техника хатĕрĕсем преступленисене уçса парас ĕçре пысăк пулăшу панине палăртмасăр май çук.
Вăрă сăнне камера ÿкерсе юлнипех акă Вăрнарта суту-илÿ вырăнĕсенче темиçе хут та пурлăха çаратнă çынна тытса чарма май килнĕччĕ. Çавăн пек поселокра тунă пилĕк киревсĕр ĕçшĕн айăпланакан арçынна хутăш препаратсен завочĕн территорийĕнче çулса илнĕ.
2013 çулта çынсен сывлăхне юриех йывăр тата вăтам сиен кÿнĕ, хĕненĕ, хĕн кăтартса пурăннă, мăшкăлланă, ултавлă ĕçсене пурне те уçса панă. Йывăр преступленисене вăтам тата йывăрах мар преступленисене, вăрланă-çаратнă, юриех чĕртсе янă тĕслĕхсене, уйрăм çурт-йĕр секторĕнчи, обществăлла вырăнсенчи киревсĕрлĕхсене уçса парасси лайăхланнă.
Унчченхи çулсенчен «тĕттĕм» юлнă 53 преступленисемшĕн айăплисене палăртса явап тыттарнă.
Обществăлла вырăнсенче тунă преступленилле ĕçсен шучĕ икĕ районпа 3,9 процент чакнă: виçĕм çул 77 тĕслĕх пулнă, пĕлтĕр 74 çырăннă. Урамсенче киревсĕр ĕçсене пĕлтĕрхинчен 31,3 процент сахалрах тунă. Çав вăхăтрах, уйрăммăн илсен, Вăрнар районĕнче ку тĕлĕшпе ÿсĕм пырать. 2013 çулта экономика сферинче тунă преступленисен хисепĕ 51-пе танлашнă.
Профилактика мерисене пур енлĕ йышăннă пулин те çула çитмен ачасен айăпĕпе пулнă преступленисен шучĕ пысăк – 75 процент ÿснĕ. Вĕсем хутшăннипе уйрăмах йывăр 1 тата йывăр 4 преступленилле ĕç çырăннă.
Алкогольпе суту-илÿ тăвас енĕпе саккуна пăхăнман тĕслĕхсемпе йĕрке хуралçисем Вăрнар районĕнче 5832 административлă ĕç пуçарнă. Ку енĕпе тĕрĕслевсене вăйлатмаллине тимлĕхе илетпĕр. Административлă ĕçсемпе хунă штрафсене шыраса илесси 43,5 процент ÿснĕ.
Тĕпрен илсен, «Вурнарский» пай коллективĕ 2013 çулта планпа пăхнă мероприятисемпе ĕçсене туллин пурнăçа кĕртнĕ.
А.ГУБАНОВ,
Раççей Шалти ĕçсен министерствин
«Вурнарский»
пайĕн пуçлăхĕ
полици подполковникĕ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии