09:22 20 января 2014 г.
Ыран православи тĕнне ĕненекенсемшĕн пысăк уяв – Кăшарни е Турă шыва кĕни. Иисус Христос вăтăра çитсен Иорданра шыва кĕнĕ. Çав вăхăтра ун çине Турă сывлăшĕ кăвакарчăн пек вĕçсе аннă. «Çакă манăн савнă ывăлăм, манăн ирĕкĕм ун çинче», – тенĕ сасă илтĕннĕ. Ку Атте Туррăн сасси пулнă. Çапла вара Турă Виçипостаçлă пулни палăрнă: Ашшĕ, Ывăлĕ тата Çветтуй Сывлăшĕ. Кăшарнире мĕнпур шыв тасалнине ĕненнĕ, çавăнпах шыва кĕрес йăла тухнă. Кăшарни умĕнхи каç тата уяв кунĕнче мĕнпур чиркÿре литурги иртнĕ хыççăн шыва сăваплас йĕрке иртет. Авалтанпах ĕненнĕ тăрăх, çак кун шыв сăваплă шутланать, чир-чĕрсемпе сурансене сиплет. Ăна çулталăкĕпех упрамалла, ирхине выçварла кĕлĕ вуласа темиçе сыпкăм ĕçмелле.
Кăшарнире шыв-шур хĕрринче питĕ асăрхануллă пулмалла. Халиччен çанталăк ăшă тăнине те ан манăр, пăр шанчăклăхĕ те иккĕлентерет.
Ятарласа хатĕрленĕ, асăрхаса тăракан вырăнсенче кăна шыва кĕме юрать.
Пăрлă шыва тÿрех чăмма юрамасть. Майĕпен сивве хăнăхăр: малтан çиелти тумтире хывăр, темиçе минутран – атă-пушмака, каярахпа пилĕк таран хывăнăр, ун хыççăн кăна шыва кĕрĕр.
Вак патне ушкăнпа пĕр харăс мар, иккĕн-виççĕн кăна пырăр.
Сывлăх хавшак-тăк, шыва кĕрсе хăвăршăн хăрушлăх ан кăларăр. Сăмахран, чĕре е нерв тытăмĕн чирĕсемпе аптăракансене врачсем вакка чăмма сĕнмеççĕ. Тĕрĕссипе, малтан тухтăрсемпе канашласан аванрах.
Юн пусăмне тĕрĕслеттерме ан манăр. Енчен те юн пусăмĕ пысăк-тăк, юн тымарĕсен спазмĕ е микроинсульт пуласси хăратать, пĕчĕк пусăмлисен шăнăр туртса лартас е шывра тăн çухатас хăрушлăх пур.
Вак çывăхне пыриччен эрех-сăра ĕçни те инкекпе вĕçленме пултарать – чĕре чăтаймĕ.
Шыва тÿрех пăр çинчен чăмма юрамасть.
Пăрлă шывра 1–2 минутран ытлашши ан тăрăр.
Сивве чăтаслăха ÿстерме сехет çурă маларах пĕр апат кашăкĕ чухлĕ пулă çуне тăварланă хура çăкăрпа çиме сĕнеççĕ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии