Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ĕçе пĕтĕмлетнĕ

08:53 15 января 2014 г.

Кăçалхи пĕрремĕш планеркăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев уяв мероприятийĕсене пĕтĕмлетнинчен пуçланă: Анаткас Хапăсри инкексĕр пуçне канмалли кунсем лăпкă иртнĕ.

Тĕп ыйтупа иртнĕ çул районта выльăх-чĕрлĕх отрасльне мĕнлерех аталантарнине пăхса тухнă. Кун çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов каласа кăтартнă.

Ку отраслĕн тĕп кăтартăвĕ – сĕт тата аш-какай туса илесси. Ку енĕпе вăрнарсем республикăра малти вырăнсенче пыраççĕ: иртнĕ çулхи 11 уйăх кăтартăвĕсемпе район сĕт туса илессипе 5-мĕш, аш-какай туса илессипе 3-мĕш вырăнта пулнă.

Туса илнĕ выльăх-чĕрлĕх продукцийĕн хисепĕн пысăк пайĕ Вăрнарти аш-какай комбиначĕн: сĕт – пĕрре-виççĕмĕш пайĕнчен ытларах, аш-какай – 80 процент ытла. Кăçал агрохолдингра сăвакан ĕнесен йышĕ 200 пуç ытларах хушăннă, 700 пуçа çитнĕ. Республикăра çакăн чухлĕ ĕне тытакан пĕртен пĕр хуçалăх. Кунсерен предприяти 11 тонна пысăк пахалăхлă сĕт сутать.

Анчах та районти ял хуçалăх предприятийĕсенче маларахри çулхипе танлаштарсан сăвăм 1,6 процент чакнă. Ку Малти Ишек ял территорийĕнче «Феникс» тулли мар яваплă обществăра мăйракаллă шултра выльăхсене пĕтернипе çыхăннă. Çавăн пекех хăш-пĕр хуçалăхра та сăвăма чакарнă.

Аш-какай туса илесси 16 процент ÿснĕ (309 т). Кунта та Вăрнарти аш-какай комбиначĕн тÿпи пысăк. Ÿсĕм çавăн пекех «Янгорчино», «Победа», «Луч», «Знамя» хуçалăхсенче, инкубаторпа чĕх-чĕп станцийĕнче пулнă.

Выльăх-чĕрлĕх продукцине илес пулсан, ăна уйрăм хуçалăх тытакансем ытларах туса илеççĕ. Ларура палăртнă тăрăх, паян халăхран сĕте 19–20 тенкĕпе пуçтараççĕ. 2012 çулхипе танлаштарсан, пĕлтĕр хаксем 50 процента яхăн пысăкрах пулнă.

Çивĕч ыйтусене те хускатнă. «Знамя» хуçалăхра акă ветеринарипе санитари лару-тăрăвĕ хумхантарать. Леонид Николаев кунта практика пулăшăвĕ кирлине палăртнă. «Юнтапа» кооперативра выльăх витисене хĕле вăхăтра хатĕрлеменрен ыйтусем сиксе тухнă.

Хресчен-фермер хуçалăхĕсене аталантарас ыйтăва та хускатнă. Пĕлтĕр пуçлакан виçĕ фермер патшалăх хавхалантарăвне тивĕçнĕ. Виталий Яковлева çемье фермине çĕклеме пысăк пулăшу панă. Унăн халĕ сăвакан 72 ĕне, ферма çумне тепĕр çурт çĕклесе лартас ĕçсем пыраççĕ.

Спорт тата сывлăх вунăкунлăхĕ пирки социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Сергей Гордеев тата унăн заместителĕ Сергей Политов каланă. Культура учрежденийĕсенче пĕтĕмпе 272 мероприяти иртнĕ. Сывă пурнăç йĕркин тусĕсем тĕрлĕ ăмăртусенче вăй виçнĕ.

Планерка вĕçĕнче Леонид Николаев пурне те «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ–2014» чупăва хутшăнма ăмăртăва халех хатĕрленме чĕнсе каланă.

Л.ИВАНОВА.

 

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика