09:13 13 января 2014 г.
Раççей çыннисене кăçалхи çул чылай çĕнĕлĕх кĕтет. Мобильлĕ çыхăну чуралăхне пăрахăçлас саккун туллин ĕçлеме тытăнать, амăшĕн капиталĕн виçи ÿсет, хаклă автомашинăсем çине налук ытларах хурĕç, çавăн пекех сиенлĕ йăласемшĕн ытларах тÿлеме тивĕ.
Мобильлĕ çыхăну
Çĕнĕ çулта мобильлĕ çыхăнăвăн чуралăхĕнчен туллин тухăпăр. Енчен те тариф е çыхăну пахалăхĕ кăмăла тивĕçтермест-тĕк, кивĕ номере сыхласа хăварса оператора улăштарма май пулĕ. Саккун кăларакансем ку нормăна 2000-мĕш çулсем пуçламăшĕнчех кĕртесшĕн пулнă, сотовăй операторсем вара сетьсене модернизацилесси хакла кайса ларнипе хирĕçленĕ. Анчах Думăпа правительствăра абонентсен меллĕхĕ кирлĕреххине палăртнă.
Тивĕçтерÿ хакĕ – 100 тенкĕ. Саккунра сотовăй çыхăну компанийĕ номере хăш тапхăрта куçарас сроксене те çирĕплетнĕ.
Январĕн 1-мĕшĕнчен телефонăн СИМ-карттисене урамра сутма юрамасть. Куншăн сутуçăсен 200 пин тенкĕ таран штраф тÿлеме тивĕ.
Сиенлĕ йăласем
Кăçалтан шурă эрехĕн чи пĕчĕк хакĕ 199 тенкĕпе танлашать. Чĕлĕм туртакансемшĕн тĕрĕслев йывăртарах пулĕ. Январĕн 1-мĕшĕнчен сигаретсен те эрехĕнни пек минималлă хак пулĕ. Акцизсен ÿсĕмне пула вĕсем 1,5 хут хакланма пултараççĕ.
Июнĕн 1-мĕшĕнчен вара киосксенче табак изделийĕсем çухалĕç, кафесемпе ресторансенче – туртакансен залĕсем хупăнĕç. Кунсăр пуçне, хăна çурчĕсенче, электричка платформисенче, пасарсенче тата ытти нумай вырăнта пачах туртма юрамĕ.
Тÿлевсем
Пенсисене индексацилесси 2014 çулта та тăсăлĕ. Ĕç пенсийĕсене 8,1 процент, социаллă пенсисене 17,6 процент ÿстерме палăртнă. Индексацин тĕрĕс виçине правительство палăртĕ.
Январĕн 1-мĕшĕнчен амăшĕн капиталĕн виçи 429 пин те 408 тенкĕпе танлашать.
Банк карттисем тĕлĕшпе те çĕнĕлĕхсем пулĕç. Кăçалтан банк клиенчĕсен çухалнă укçа-тенкĕшĕн компенсаци илме ирĕк пулать. Тавлашу операцийĕ валли 24 сехет уйăрĕç.
Хаклă автомобиль
Кунашкал машинăсене юратакансене çĕнĕлĕх ытлашши савăнтармĕ. Капăрлăх çине налук хума тытăнĕç. Енчен те автомобиль 3-рен 5 миллион тенкĕ таран тăрать пулсан, транспорт налукĕн ставкине 1,5 çине хутлĕç. Пĕрремĕш çул хыççăн коэффициент пĕчĕкленет.
5–10 миллион тенкĕ тăракан автомобильсемшĕн икĕ хут ытларах тÿлеме тивĕ. 10–15 миллион тенкĕ тăраканнисемшĕн транспорт налукне виçĕ хут ытларах хурĕç.
Штрафсем
Кăçал çул-йĕр правилисене пăснăшăн штраф виçисене ÿстермĕç. Анчах та саккун проекчĕпе руль умне ÿсĕрле ларакансене çирĕпрех айăплĕç. Ÿсĕрле иккĕмĕш хут лексен икĕ çулччен ирĕкрен хăтарма тата правана çак тапхăр чухлех туртса илме палăртаççĕ. Кун валли уголовлă кодекса çĕнĕ 264(1) статья кĕртеççĕ.Çавăн пекех çынна таптаса вĕлернĕшĕн те яваплăха ÿстерĕç. Пĕр çын пурнăçне татнăшăн 2–7 çул таран ирĕкрен хăтарĕç, икĕ е ытларах çынна таптанăшăн 4–9 çул таран колоние ăсатĕç.
Медицина
Васкавлă пулăшу тивĕçтерĕвĕн йĕрки улшăнĕ. Вăл икĕ уйрăм служба çине пайланĕ. Васкавлă пулăшу хăвăрт, анчах пурнăçпа вилĕм ыйтăвĕ чухне кăна килĕ. Ытлашши йывăр мар тĕслĕхсенче васкавлă пулăшу чирлĕ çын патне тăватă сехет хушшинче çитĕ.
Çурт-йĕр
Январĕн 1-мĕшĕнчен нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен тĕплĕ юсав валли укçа-тенкĕ пуçтарма тивĕ. Кун валли пĕр тăваткал метршăн уйăхсерен 5 тенкĕрен пуçласа 12 тенкĕ таран тытса пырĕç.
Çавăн пекех ытти сферăра та хăш-пĕр улшăнусем пулĕç.
С.ЧИКМЯКОВА.
Google.ru материалĕсем тăрăх.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии