08:55 13 января 2014 г.
2014 çулхи январĕн 10-мĕшĕнчен Вăрнар район администрацийĕн экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕн должноçĕнче Акиля Мирсеетовна Ахметова ĕçлеме тытăннă.
Унччен вăл район администрацийĕн строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕнче тĕп специалист-экспертра тимленĕ.
Акиля Ахметова хамăр республикăра Комсомольски районĕнчи Тутар Шурут ялĕнче çуралнă. Унăн ĕçри мĕнпур тапхăрĕ Вăрнар районĕпе çыхăннă. 1982 – 1990 çулсенче вăл районти финанс пайĕнче экономистра ĕçленĕ. Унтан 19 çул хушши налук инспекцийĕнче вăй хунă: аслă налук инспекторĕ, пай пуçлăхĕ, Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 3-мĕш инспекци пуçлăхĕ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии