14:42 25 декабря 2013 г.
Октябрĕн 1-мĕшĕччен патшалăх софинансировани программине кĕнĕ граждансем тÿлевсене декабрь вĕçлениччен кирек мĕнле банкра хывма пултараççĕ. Перекет банкĕнче банкоматсемпе терминалсем урлă банк карттипе тÿлеме е укçан хывма май пур.
Кăçал район çыннисем хăйсен пенсине ÿстерес тĕллевпе пĕтĕмпе 5 миллион тенкĕ (пĕлтĕрхинчен 2 хут ытларах) хушма тÿлевсем хывнă. Тÿлевĕн вăтам виçи – 9 пин тенкĕ таран.
Граждансенчен ытларахăшĕ (90 :) укçана хăйсем тĕллĕн банкра куçарнă, тепĕр пайĕ – бухгалтери урлă. Районти 6 организаци те программăна хутшăннă хăйсен ĕçченĕсен ячĕпе хушма страхлав тÿлевĕсем куçараççĕ.
Программăна районта пурĕ 2 пин енне çын (кăçал – 550) кĕнĕ. Услови тăрăх вĕсем пенсие ÿстерме пĕрремĕш тÿлеврен пуçласа 10 çул таран хушма укçа хывса пыма пултараççĕ. Патшалăх хăй енчен çулсерен çавăн чухлех (2–12 пин тенкĕ) хушать.
Пенси çумне хушăнакан пая ĕç пенсине палăртнă хыççăн илме май пулĕ.
И.ЯКОВЛЕВА.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии