Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Тÿлевсĕрех уйăраççĕ

14:39 25 декабря 2013 г.

Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем уйăрасси çинчен калакан Чăваш Республикин 2011 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчи 10-мĕш номерлĕ саккунĕпе килĕшÿллĕн районта кунашкал çемьесене участоксене харпăрлăха тÿлевсĕрех параççĕ. Унта çурт лартма, харпăр-хăй хуçалăхне тытса пыма тата дача вырăнне усă курма юрать.

Аса илтерме, нумай ачаллă çемье пĕрле пурăнакан 18 çула çитмен виçĕ е ытларах ачаллă (вăл шута амаçури ывăл-хĕрĕсем, усрава илнисем те кĕреççĕ) çемье шутланать. Енчен те ача тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарнă е ирĕке чакарнă, усрава илнине пăрахăçланă, суд приговорĕпе ачана ирĕкрен хăтарнă, вăл çула çитмесĕр мăшăрланăва кĕнĕ е урăх çемье йышĕнче тăрать, ачасен тĕлĕшпе опекăна (попечительствăна) пăрахăçланă пулсан, кунашкал çемье йышлă шутланмасть.

Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсене пĕр хутчен параççĕ, ăна çемьен кашни членне пая кĕртсе харпăрлăха куçармалла. Кунсăр пуçне, çĕр лаптăкне çурт тума илес тесен çемьен пурнăç условийĕсене лайăхлатма черетре тăмалла. Çемье 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ хыççăн йышланнă пулсан çĕр лаптăкне вăл черетре тăман пулин те тивĕçет.

Хальхи вăхăтра район территорийĕнче пĕтĕмпе 289095 тăваткал метрлăх 184 çĕр лаптăкĕ йĕркеленĕ: 9-шне – уйрăм çурт хăпартма, 171-не – харпăр хăй хуçалăхне тытса пыма, 4-не – дача валли.

Кăçалхи декабрь тĕлне районта пĕтĕмпе нумай ачаллă 175 çемье учетра тăрать, вĕсенчен 118-шĕ çĕр лаптăкĕсене илнĕ: 105 участок – харпăр-хăй хуçалăхне тытса пыма, 9-шне – уйрăм çурт хăпартма, 4-шне – дача çĕклеме.

Çĕр лаптăкне харпăрлăха тÿлевсĕр илес текен нумай ачаллă çемьесен ку енĕпе консультаци илме район администрацийĕн экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайне (110-мĕш пÿлĕм, тел. 2-54-44) пымалла.

Е.ФЕДОТОВА,

район администрацийĕн экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн

çĕр хутшăнăвĕсем енĕпе ĕçлекен заведующийĕ.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика