14:29 25 декабря 2013 г.
Пирĕн 12 шкул Раççейри чи лайăх 500 шкул йышне лекнĕ, Шупашкар хулинчи 3-мĕш лицей вара çĕршыври чи лайăх 25 шкул шутне кĕнĕ.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тытăма çĕнетме юлашки виçĕ çулта хушма майпа 5 миллиард тенке яхăн инвестици хывнă. Республикăри шкулсен иккĕ-виççĕмĕш пайĕ тĕпрен юсав туса ирттерме бюджетран укçа илнĕ.
Раççейре 2014 çула Культура çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.
Халăха сыхласа хăварас ĕç чи малтан кил-йышран, çемьерен пуçланать. Тăван килте ашшĕ-амăшĕ пĕр-пĕринпе, çав хушăрах ачисемпе те чăвашла калаçсан, вĕсене халăхăмăрăн йăли-йĕркипе, чĕлхипе, ташши-юррипе мĕн пĕчĕкрен паллаштарса пырсан тата юратма-хисеплеме вĕрентсен çак ĕçе пурнăçлама çăмăлрах пулĕччĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин шута илнĕ мĕн пур ветеранне 2014 çулта пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме палăртнă.
Пирĕн республикăра иккĕмĕш çул ĕнтĕ халăх хăй халлĕн ÿсни палăрать. 2013 çулхи кăрлач–юпа уйăхĕсенче ку кăтарту 1 пин çын пуçне Ç0,7 процентпа танлашрĕ. Çураласлăх тата вилеслĕх кăтартăвĕсен кал-кал лайăх аталанăвне пула халăхăн пурнăç тăршшĕ 70,3 çул таран ÿсрĕ.
Кăçал республикăра сывлăха сыхлас ĕçе модернизацилемелли программа вĕçленчĕ, ун валли уйăрнă укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 5 миллиарда яхăн тенкĕпе танлашрĕ. Унпа сывлăх сыхлавĕн кашни иккĕмĕш учрежденине юсанă, 2,5 пин единица ытла медицина оборудованийĕ туяннă.
Кăçал ялсенче модульлĕ 20 фельдшерпа акушер пунктне туса хута янă. Çитес икĕ çулта тата 40 пункт ĕçе кĕрĕ.
Демографин ырă туртăмĕсене сыхласа хăварма Чăваш енре хăйсен тухăçлăхне çирĕплетсе панă пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсем пурнăçланаççĕ. Вĕсен шутĕнче регионти амăшĕн капиталĕ, нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем тата хушма тÿлевсем уйăрса панине асăнмалла. Йышăнакан мерăсене пула нумай ачаллă çемьесен шучĕ пĕр çулта кăна 10 процент чухлĕ ÿсрĕ, вĕсенче виçĕ пине яхăн ача хушăннă.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии