Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Сахалрах тухăç илнĕ

14:21 25 декабря 2013 г.

Пĕтĕм ушкăнри хуçалăхсен (ял хуçалăх организацийĕсен, фермерсен, уйрăм çынсен) малтанхи кăтартăвĕсем тăрăх, республикăра тыр-пула тата пăрçа йышши культурăсене акса хăварнă лаптăкăн 87,4 проценчĕ чухлĕ, çĕрулмие 93,1 процент çинчен пухса илнĕ, пахча çимĕçе 96,1% пухса кĕртнĕ. Техника культурисенчен сахăр кăшманĕн уйĕсем 72,1 процент пушаннă.

Çĕр ĕçченĕсем республикипе 423,7 пин тонна тыр-пул çапса илнĕ, 27,7 пин тонна сахăр кăшманĕ, 633 пин тонна çĕрулми, 140,9 пин тонна пахча çимĕç кăларса илнĕ.

Танлаштарма, кăçал тыр-пула пĕлтĕрхинчен 3,8 процент сахалрах çапса илнĕ. Пахча çимĕçсене туса илесси 16 процент, çĕрулмие 29,7 процент чакнă. Унчченхи çулсенчи пекех, тыр-пулпа (73,5 %), сахăр кăшманĕ (57 %) ÿстерекенсем – ял хуçалăх организацийĕсем, çĕрулми (76 %), пахча çимĕç (81,9 %) пайĕ ытларах çынсен уйрăм хуçалăхĕсене тивет. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем пĕтĕм тыр-пулăн 26,1 процентне, сахăр кăшманĕн 27,7 процентне, пахча çимĕçĕн 8,4 процентне пухса кĕртнĕ.

Тыр-пул тата пăрçа йышши культурăсен тухăçлăхĕ кăçал гектартан 17,7 центнерпа танлашнă (пĕлтĕр – 19,8 ц), çĕрулмин – гектартан 171,2 центнер (пĕлтĕр – 191,5 ц).

Хамăр инф.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика