Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кашни киле çутă кÿреççĕ

12:27 23 декабря 2013 г.

Энергетик кунĕ – электроэнергие потребительсене шанчăклă парса тăрассине тивĕçтерекенсен пĕрлехи професси уявĕ. Пурнăçа çутăрах тăвакансен праçникне ахальтен мар çутă вăхăт чи кĕске кунсенчен пĕринче паллă тăваççĕ.

Уяв историйĕ СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1966 çулхи май уйăхĕн 23-мĕшĕнчи Указĕнчен пуçланнă: энергетиксене декабрĕн 22-мĕшĕнче саламласа чыслама йышăннă.

Паян эпир çутăпа ăшăсăр мĕнле пурăнма май пуррине те ăнланмастпăр. Çуртсенче сивĕ те тĕттĕм, çăвăнма вĕри шыв та пулмĕччĕ, машина хăех япала çунă чух телевизор курса та канаймастăмăрччĕ, компьютер ĕçлеменнипе Интернет уçлăхне кĕресси пирки сăмах та пымастчĕ... – шутласан тĕнче пĕтсе килнĕн туйăнать. Çавăнпа та ку тытăмăн мĕн пур отраслĕ тĕрĕс-тĕкел ĕçлени социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Кашни киле çутă кÿрекенсен професси уявĕ умĕн Вăрнарти «Энергостроймонтаж» тулли мар яваплă общество директорĕ Рифкат Шамдинович Киметов редакци хăни пулчĕ, предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе тата аталану çул-йĕрĕпе паллаштарчĕ:

– Электроэнергие потребительсем патне кал-кал çитересси кăткăс та нумай сыпăклă ĕç. Пирĕн предприяти поселока электричествăпа тивĕçтерсе пырать тата электричество сечĕсене пăхса-асăрхаса тăрать. Коллективра – пысăк квалификациллĕ, энерготытăмăн строительствипе юсавĕ тĕлĕшпе пуян пĕлÿллĕ специалистсем, чăн-чăн профессионалсем. Вĕсен тăрăшулăхĕпе тĕллевсем вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçланса пыраççĕ. Потребительсене çутă парса тăнă чухнехи технологипе коммерци çухатăвĕсене чакарас, энерготытăм шанчăклăхне тата электроэнерги пахалăхне ÿстерес, унпа тухăçлăрах усă курас тĕллев тытса пыратпăр. Отрасль аталанăвĕ пĕр вырăнта тăмасть: электричествăна пайласа яракан сетьсен строительствинче тата юсавĕнче паянхи кунхи инновациллĕ технологисемпе усă курма тăрăшатпăр, тĕп фондсене вăхăтра тĕпрен юсаса-çĕнетсе тăратпăр. Çак задачăсене пахалăхлă татса пама предприяти инвестици проекчĕсене хатĕрлесе йышăннă.

Вĕсем – электричествăна пайласа яракан сетьсене çĕнетессипе çыхăннă 2013 – 2017 çуллăх инвестици программи; энергие перекетлессипе тата энерготытăм тухăçлăхне пысăклатассипе 2013 – 2017 çуллăх, тĕп фондсене юсассипе 2012 – 2014 çуллăх программăсем.

Инвестицисем хывассине тата инновацисене ĕçе кĕртессине тĕпе хуракан çак политика электросеть инфраструктурин шанчăклăхне ÿстерме тата предприятие çитĕнÿллĕ аталанма май пачĕ теме пултаратпăр.

Пĕлтĕр тата кăçалхи вун пĕр уйăхра кăна сывлăшри электролинисене хальхи йышши пăралуксемпе усă курса 6,5 км ытла улăштарса çĕнетнĕ, 5 трансформатор подстанцине çĕнĕрен хута янă. «Энергостроймонтаж» коллективĕн тĕллевĕсем те поселокра пурăнакансен тата организаци-предприятисен ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатса тата çăмăллатса пырассипе çыхăннă.

– Рифкат Шамдинович, граждансем ытларах чухне мĕнле ыйтусемпе килеççĕ тата предприяти-организацисене хăш тивĕçтерÿсене кÿретĕр?

Пуринчен ытла, паллах, тĕттĕм вăхăтра урамсене çутатассипе ыйту нумай. Ку муниципаллă тивĕçтерĕве кÿрес ĕçре федераллă саккунсене тата ытти нормативлă актсене пăхăнатпăр. Вĕсемпе килĕшÿллĕн тулаш çутă линийĕсене тĕплĕн тĕрĕслесе акт çыратпăр. Ку документ техзадани илмелли тата смета хатĕрлемелли тĕп никĕс шутланать. Документаци конкурс витĕр тухнă хыççăн мĕн пур ĕç муниципаллă контракт йĕркипе иртет.

Ыйту кăткăслăхне тата пĕлтерĕшне ăнланса предприяти пур енлĕ пулăшу пама тăрăшать. Сăмахран, сывлăшри электролинисен сетьне çĕнетнĕ май пĕр вăхăтрах тулаш çутă линийĕсене те изоляциллĕ пăралуксемпе улăштаратпăр.

– Электроэнерги тарифĕсене палăртмалли йĕркене ăнлантарăр-ха, тархасшăн?

– Энергетика – темиçе сыпăклă отрасль. Электричествăна туса кăларакансем производствăпа тимлеççĕ тата ăна сутаççĕ. Сеть компанийĕсем вара электроэнергие потребительсене парса тăрассишĕн яваплă. Тепĕр организацисем электричествăна предприятисемпе халăха сутаççĕ. Çапла тариф виçĕ пайран пухăнать: производительсене тивекен тÿлев, энергие саракансен пайĕ тата сутакансем палăртакан хушма тÿлев. Çулсеренех федераллă тариф служби энерги тарифĕсен чи пысăк тата пĕчĕк шайĕсене çирĕплетет.

Тĕрĕссипе, энергетиксен тăкаксен расчечĕсене пăхса тухса тарифсен виçине патшалăх влаç представителĕсенчен тăракан комисси йышăнать.

– Анчах мĕншĕн тарифсем пĕрмаях ÿсеççĕ?

– Хаксем сăлтавсăр пысăкланмаççĕ. Чи малтанах электроэнергие туса кăларасси хакланать. Сетьсем чылай вăхăт асăрхавра пулман пирки кивелнĕ – энергин пĕр пайĕ «çул çинче» çухалать. Тата пурте тÿрĕ кăмăллă потребительсем мар-çке: хăшĕ-пĕри çутăпа усă курасшăн, анчах тÿлесшĕн мар. Вăрлакансемшĕн ытти çынсен укçа нумайрах кăларса хума тивет. Çутă перекетлесси те темшĕн пирĕн çĕршывра йăлана кĕмен – çакă тарифсен ÿсĕмĕн тепĕр сăлтавĕ.

– Предприяти социаллă политика енĕпе мĕнле çул-йĕре тытса пырать?

– Ĕç условийĕсем лайăх, тÿлев тивĕçлĕ пулсан коллектив кăмăлтан хавхаланса вăй хурать, апла пулсан районта электроэнергетика отраслĕ те ăнăçлă аталанать. Çавăнпа та предприятире ĕç тÿлевĕн шайне ÿстересси тĕп вырăнта. Пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене ура çине тăма уйрăммăн пулăшатпăр, вĕсене кукăр çул çине тăрасран хăтарассине хамăрăн тĕллев тесе шутлатпăр. Çамрăк спортсменсене çĕнтерÿсем патне ăнтăлма йывăр, вĕсене те май пур таран спонсорла пулăшу паратпăр. Вĕрентÿ учрежденийĕсене те тимлĕхсĕр хăвармастпăр. Предприяти коллективĕ хутшăннипех акă Совет Союзĕн Геройне А.Иванова асăнса ирттерекен ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен турнирĕ çĕнĕрен вăй илчĕ.

Професси кунне паллă тунă май энергетика тытăмĕн мĕн пур ĕçченне, ку отрасль аталанăвне хăйсен яваплă ĕçĕпе пысăк тÿпе хывакансене уяв ячĕпе саламлас килет. Çирĕп сывлăх, ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем, телей тата ырлăх сунатăп.

– Калаçушăн тав.

И.ЯКОВЛЕВА калаçнă.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика