10:46 18 декабря 2013 г.
Хĕл ларчĕ. Юр çăвать те çăвать, урамсене тултарать. Вĕсене юртан вăхăтра тасатса тăмалла. Çак ĕçе пурнăçлама ял поселенийĕсене ятарласа укçа-тенкĕ уйăрса параççĕ-мĕн. Ăна вара пурте юратаççĕ. Çавăншăнах таçтан та килсе хырса тасатма шантараççĕ. Иртнĕ хĕлле акă пирĕн поселенири ялсен урамĕсене тасатса тăма Уйкас Кипек çынни тендр выляса илнĕ терĕç. Чăн та, пĕр-икĕ хут килсе кайнăччĕ. Анчах «пенсие тухнă» техникăпа кашни урама хырса тасатаймаççĕ çав: е «çăпати» хывăнса ÿкнĕ, е çĕмрĕлсе ларнă. Çапла, килсе унтан-кунтан тĕккелеççĕ те урăх яла тухса шăвăнаççĕ. Паллах, килмен тееймĕн. Ячĕшĕн кăна ĕçлекеленипе ватăсем лавккана кайма та хăракан пулчĕç. Тепĕр чухне вăй питти çамрăк та аран ашса тухать.
Çитес çул урамсене юртан тасатса тăракана палăртма çывăх вăхăтра тендр тенине ирттермелле теççĕ. Кам шутласа кăларнă-ши çавна?
Тендр тенипе лĕпĕртетиччен ял халăхне пухмалла та ыйтăва татса памалла. Халăх хăех пĕлет кам мĕнле ĕçленине. Виçĕм çул ял урамĕсене юртан Кив Сăрьел çынни тасатса тăратчĕ. Ял-йыш питĕ кăмăллăччĕ унăн ĕçĕпе. Каçхине çил-тăман вĕçтерсе тултарнă урамсене ир валли тасатма ĕлкĕретчĕ. Темĕн сарлакăш хыратчĕ тата. «Маттур-çке ку ача, çывăрма та пĕлмест пуль», – ырлатчĕç ватăсем.
Ял çыннисем.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии