10:44 18 декабря 2013 г.
Чăваш ен ГЛОНАССŸGPS спутник сечĕсем пур регионсем çумне хушăннă. Аппаратпа программа комплексĕсене маларах Канаш тата Шупашкар хулисенче вырнаçтарнă. Виççĕмĕшĕ Çĕмĕрлере пулĕ. Кашни референц станцинех спутник приемникĕсемпе тата геодези антеннисемпе çыхăнтарнă.
Чăваш енре çакнашкал станцисем пĕтĕмпе çиччĕ – Куславкка, Улатăр, Етĕрне хулисенче тата Патăрьел салинче те – пулмалла.
Референц станцисенчен килекен даннăйсем чи малтанах кадастр инженерĕсемпе геодезистсемшĕн кирлĕ пулĕç. Мобильлĕ спутник приемникĕсене (роверсене) пула специалистсем çĕр участокĕсене сантиметр таран тĕп-тĕрĕс виçме пултарĕç. Ку кадастр ĕçĕсене пурнăçлас ĕç срокĕсене те кĕскетме май парĕ. Унсăр пуçне çак сведенисемпе ял хуçалăхĕнче, хула тăвас ĕçре, çул-йĕр строительствинче те усă курма пулĕ.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии