10:33 18 декабря 2013 г.
Кăçал вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен сотрудникĕсене тата депутачĕсене коррупциллĕ преступленисемшĕн икĕ хут ытларах уголовлă явап тыттарнă.
Çак тапхăрта РФ Следстви комитечĕн республикăри следстви органĕсене коррупциллĕ ĕçсем çинчен 546 пĕлтерÿ килнĕ, 418-шĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕçсем пуçарнă, судсене 75 уголовлă ĕç ярса панă. Следовательсем ку ушкăнри 501 преступление тупса палăртнă.
Следстви управленийĕн сотрудникĕсем тишкернĕ преступленисенчен чи анлă сарăлнисем: службăри ултав (119 уголовлă ĕç пуçарнă), взятка илни (88), служба вырăнĕпе усă курса çаратни-вăрлани (66), служба вырăнĕпе усă курса тунă ултав (50), должноç полномочийĕсенчен иртни (37).
Кăçал, сăмахран, Комсомольски районĕнчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин 3 сотрудникне айăпланă. Вĕсем экспертизăсем ирттермесĕрех аш-пăш сутма 165 суя справка хатĕрлесе панă. Вĕсенчен иккĕшĕ тĕлĕшпе халĕ суд йышăну кăларнă ĕнтĕ: 260 тата 600 пин тенкĕ штраф хунă. Тепĕр уголовлă ĕçе те суда янă.
Çавăн пекех Сĕнтĕрвăрри район пуçлăхĕ тĕлĕшпе 4 уголовлă ĕç пуçарнă. Следстви версийĕ тăрăх, вăл хула çыннине çĕр туянма аукционра çĕнтерме пулăшма шантарнă. Çакăншăн 4 миллион тенкĕ ыйтнă. Августăн 15-мĕшĕнче вара, взяткăн пĕр пайне (2 миллион тенке) илнĕ вăхăтра ăна йĕрке хуралĕн органĕн сотрудникĕсем тытса чарнă. Çакă юлашки çулсенче пулнă чи пысăк взятка. Кунсăр пуçне пуçлăх икĕ çĕр участокĕпе ултавлă ĕçсем тунă, вырăнти бизнесмен уяв ирттерме панă спонсор пулăшăвне (1 пин доллар) çаратнă тесе шутлаççĕ.
Пĕтĕмпе взятка панă тĕслĕхсемпе следовательсем 12 уголовлă ĕç тишкернĕ. Сăмахран, сентябрьте пĕр адвокат хăй хÿтĕлекен çынна айăплавран çăлса хăварас тесе ФСКН следовательне 50 пин тенкĕ взятка пама хăтланнă. Шупашкарти Мускав район сучĕн йышăнăвĕпе халĕ хăйĕн 1 миллион тенкĕ штраф тÿлеме тивет.
Следстви тишкернĕ уголовлă ĕçсем тăрăх палăртнă обществăна тата патшалăха кÿнĕ тăкак 76,5 миллион тенкĕ ытла. Тăкаксене шыраса илессине тивĕçтерес тĕллевпе следовательсем ыйтнипе пурлăх çине арест хуни те сайра мар. Кăçал арестленĕ пурлăх хакĕ 34,5 миллион тенкĕ ытла.
Коррупци сĕмĕллĕ киревсĕр ĕçсене ытларах финанс ĕçĕ-хĕлĕнче (28), право йĕркипе право хуралĕнче (27), вĕрентÿ (9) тытăмĕсенче, сывлăх сыхлавĕпе социаллă тивĕçтерÿ парассинче (6), агропромышленноç комплексĕнче (6), строительствăпа çурт-йĕрпе тивĕçтерес ĕçре (10) тата куçман пурлăхпа çыхăннă операцисен сферинче (3), пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра (2) тупса палăртнă. Çак преступленисемшĕн суд тенкелĕ çинче кăçал муниципалитетсен 25 сотрудникĕ ларнă, çав шутра – муниципаллă пĕрлĕхсен 8 пуçлăхĕ тата вырăнти влаç органĕсен 7 депутачĕ. Çавăн пекех пысăк должноç йышăннă çынсем – Федераллă миграци службин республикăри управленийĕн пуçлăхĕ пулнă Леонид Дружинин, Етĕрне хулин администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă Сергей Бажайкин, Йĕпреç поселокĕн пуçлăхĕ пулнă Николай Андреев, Çĕмĕрле хула администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă Алексей Зименков, Хĕрлĕ Чутай салин пуçлăхĕ Леонид Аргандейкин, ЧПУ-н Канашри филиалĕн директорĕ пулнă Борис Волков, МАДИ-н Атăлçи филиалĕн директорĕ пулнă Владимир Федоров т.ыт.те. Пĕлтĕр коррупципе лекнĕ пирки федераллă налук службин республикăри управленийĕн ертÿçи пулнă Аркадий Дергачева, ЧР Спорт министрĕ пулнă Анатолий Николаева, Муркаш ял поселенийĕн пуçлăхне Николай Никитина тата ыттисене судпа айăпланă.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии