10:29 18 декабря 2013 г.
Хусан хулинче Атăлçи федераци округĕн регионĕсен бюджет хушшинчи хутшăнăвĕсене тата пĕрлештернĕ бюджетсен шайлашăвне аталантарас ыйтусемпе Раççей финанс министрĕ А.Силуанов тата Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕн полномочнăй представителĕ М.Бабич канашлу ирттернĕ. Ун ĕçне Чăваш ен финанс министрĕ М.Ноздряков та хутшăннă.
Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн харпăр хăй тупăшĕн ÿсĕмĕ декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 108 :-па танлашнă. Вăл вунпĕр уйăха профицитпа вĕçленĕ виçĕ, патшалăх умĕнчи парăмсене палăрмаллах чакарнă пилĕк регион йышĕнче. 2011 çултанпа патшалăх облигацийĕсене фонд рынокĕнче вырнаçтарассине çĕнĕрен йĕркелесе янă. Халĕ рынокра Чăваш Республикин патшалăхăн хаклă хучĕсен шучĕпе 3500 миллион тенкĕ çаврăнать. Патшалăхăн харпăр хăй тупăшĕ умĕнчи парăмĕсемпе Атăлçи округĕнче тăваттăмĕш вырăнта.
2012 çулхи кăтартусемпе Чăваш ен социаллă сферăри отрасльсене бюджет укçи-тенкине эффективлă уйăрассипе Раççей субъекчĕсем хушшинче чи лайăххисен йышĕнче.
АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии